Паян пĕтĕм çĕршыв йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса чăн-чăн спорт уявне - «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2026» ăмăртăва хутшăнчĕ. Чăваш Республикинче пурăнакансем те, çав шутра вăрмарсем те, савăнăçлă мероприятинчен айккинче юлмарĕç. Пĕтĕм Раççейри «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2026» массăллă йĕлтĕр ăмăртăвĕ пирĕн çĕршывра хĕллехи тĕп спорт мероприятийĕ шутланать. Чăваш Республикинче ăна 2005 çултанпа çулсерен ирттереççĕ.
Вăрмар округĕнче спорт мероприятийĕ Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта иртрĕ. Пухăннисен умĕнче саламлă сăмахсемпе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Олег Кошельков, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов тата депутачĕ Геннадий Егоров, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, ЧР Физкультурăпа спорт министерствин представителĕ Татьяна Илларионова, ЧР Хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмарти уйрăмĕн председателĕ Валентина Волкова тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Вĕсем спортсменсене, активлă канăва кăмăллакансене, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, хавхалану, финиша малтисен ретĕнче тухма ăнăçу сунчĕç, малашне те спортпа туслă пулма чĕнсе каларĕç.
Ăмăртусенче халăх йышлă пулчĕ — ача садне çÿрекеннисенчен пуçласа спорт ветеранĕсем таран. Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ 3 çулта, чи асли 87-ре пулнине палăртрĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе чи малтан VIP-чупу иртрĕ, унтан массăллă старт пулчĕ, шкул çулне çитмен ачасем ăмăртрĕç, малалла вара йĕлтĕрçĕсем ÿсĕмне кура чупрĕç. Судьясем финиша кам миçемĕш çитнине палăртса пычĕç. Яваплă çынсем мала тухнă спортсменсене медальсемпе, грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕç.
Спорт уявĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкул волонтерĕсем пурне те вĕри чейпе сăйларĕç. Медицина ĕçченĕсем ăмăртăва хутшăнакансем хăйсене мĕнле туйнине тимлесе тăчĕ. Право хуралĕн сотрудникĕсем мероприятинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерчĕç.
http://gazeta1931.ru/urmary/14756-v-rmar-okrug-nche-raccej-j-lt-r-j-r-2026-sport-uyav-irtr#sigProId3e933662da
