«Единая Россия» партин «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн Хĕрарăмсен юхăмĕ» проекчĕ тата Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ хăйсен пуçарăвĕсене пĕрлештереççĕ.
Çак кунсенче Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн правленийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта республикăна аталантармалли пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрсем тĕлĕшпе вăйсене пĕрлештермелле тесе йышăннă.
Ĕçсене парти проекчĕн координаторĕ Наталия Добрянская тата обществăлла канашăн председателĕ Наталия Партасова, муниципалитетсенче вара — хĕрарăмсен вырăнти канашĕсен руководителĕсем йĕркелесе тата ертсе пырĕç. Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн активне «Единая Россия» парти проекчĕн ятарлă значокĕсене панă. Хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева регионăн обществăллă тата политика пурнăçне хутшăнакан хĕрарăмсен шучĕ ÿссе пынине палăртнă. «Çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пуçарусене эпир яланах хапăл. Пирĕн проектсем «Единая Россия» партин программисене кĕрĕç», — тенĕ вăл.
Парти проекчĕн обществăлла канашĕн председателĕ Наталия Партасова хушса каланă тăрăх, «Хĕрарăмсен юхăмĕ» /«Женское движение»\ тата «Çĕнĕ шкул» /«Новая школа»/ проектсем ачасен профориентацине аталантарассипе ĕçлĕç. Тĕллев — «Профессионалитет» программăна анлăлатасси, унта шкул çулне çитмен ачасене явăçтарасси. Чăваш Ен Правительствин çак пилотлă программи хăш-пĕр округра пурнăçланать те ĕнтĕ, ăна Шупашкарти шкулсенче те хута ярса пыраççĕ.
