photo 2026 02 04 16 59 50Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ Спорт шкулĕ çамрăк боксерсене çитĕнтерет. Хальхи вăхăтра бокс уйрăмне 5-17 çулсенчи 37 ача çÿрет, тĕлĕнмелле те, çак шутра 8 хĕрача та пур. Геннадий Меркурьевич Николаев тĕп тренер тата Сергей Михайлович Мартьянов тренер-преподаватель çамрăксене бокс енĕпе тăрăшса аталантараççĕ, хăйсен пуян опычĕпе паллаштараççĕ.

Кулленхи тăрăшуллă тре­ниров­кă­сем ачасене çи­­рĕп­ле­теççĕ, вăйлă пулма хăнăхтараççĕ. Спорт шку­лĕн­че пĕр-пĕринпе кĕрешнисĕр пуçне вăйлă ăмăртуçăсемпе тупăшса тĕр­лĕ шайри ăмăртусене хутшăнаççĕ, призлă вырăнсем йышăнаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа вăхăт нумай иртмен пулин те, çĕнĕ çитĕнÿсемпе палăрма ĕлкĕр­нĕ те Вăрмар боксерĕсем. Январь уйăхĕнче Çĕрпÿ хулинче вăрçă ветеранĕсене асăнса Раççей Геройĕн Евгений Борисовăн парнисене çĕнсе илессишĕн «Чунĕпе вăйлă» бокс турнирĕ иртнĕ. Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕсем çак ăмăртура малти вырăнсене çĕнсе илме пултар­нă. Самуил Мартьянов /Кивĕ Вăр­мар/ - 1-мĕш, Антон Архуткин /Вăрмар поселокĕ/, Алексей Романов /Кивĕ Вăрмар/ — 2-мĕш, Виктория Максимова /Вăр­­­мар поселокĕ/ - 2-мĕш, Максим Родзянов /Вăрмар посело­кĕ/ - 2-мĕш, Эльза Павлова /Чулкас/ - 3-мĕш, Арина Иванова /Вăрмар поселокĕ/ — 3-мĕш, Давид Андреев /Кивĕ Мăнтăр/ - 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Çавăн пекех нумай пулмасть Çĕнĕ Шу­пашкар хулинче юниор­сем, каччăсемпе хĕрсем хушшинче бокс енĕпе Чă­ваш Рес­пуб­ликин чемпионачĕ иртнĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн команди те çак ăмăртăва хутшăннă, ла­йăх кăтартусемпе палăрнă. Командăра пурĕ 11 спорт­смен хутшăннă. 2008-2009 çулхи юниорсем хушшинче Егор Григорьев /Аслă Чак/ — 1-мĕш, Богдан Казаков /Чулкас/ — 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. 2010 çулхи арçын ачасем хушшинче Самуил Мартьянов 1-мĕш, Антон Архуткин 3-мĕш, Глеб Константинов /Кивĕ Вăрмар/ 5-мĕш вырăнсене тухнă. 2012-2013 çулхи арçын ачасем хушшинче Даниил Кузьмин /Кивĕ Вăрмар/ — 4-мĕш пулнă. Çак ÿсĕмри хĕр ачасем хушшинче Милана Матниязова /Вăрмар поселокĕ/ - 1-мĕш, Майя Федорова /Çĕнĕ Мăнтăр/ - 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. 2010-2011 çулхи хĕр ачасенчен Эльза Павлова 2-мĕш, Арина Иванова 3-мĕш, Виктория Максимова 4-мĕш пулнă.

Самуил Мартьянова Чă­ваш Респуб­ликинчи Первенствăра 2010-2011 çулхи арçын ачасем хушшинче чи лайăх боксер тесе палăртнă.

Мари Республикинчи Медведевск районĕнчи бокс енĕпе кĕрешсе мала ту­хассишĕн иртнĕ ăмăртура та аван кă­тартусемпе палăрнă пирĕн ентешсем. Глеб Константинов 2010-2011 çулхи арçын ачасем хушшинче, 2012-2013 çулхи арçын ачасем хушшинче Максим Родзянов, 2012-2014 çулхи арçын ачасем хушшинче Артем Илларионов /Ки­вĕ Вăрмар/, 2012-2013 çулхи хĕрачасем хушшинче Майя Федорова 2-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ, 2012-2013 çулхи арçын ачасем хушшинче Даниил Кузьмин /Кивĕ Вăрмар/ 3-мĕш вырăн йышăннă.

Маттур Вăрмар боксерĕсем. Пулас чемпионсене çи­тĕн­терекенĕсем — Геннадий Николаев аслă тренер тата Сергей Мартьянов тренер. Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикин Бокс федерацийĕ муниципаллă округсенчи çамрăк тренерсене премисем парса хавхалантарнă. Сергей Мартьянов «Перспективлă чи лайăх çамрăк тренер» паллăна, премине тивĕçнĕ. Малашне те ăнăçу сунатпăр Вăрмар округĕнчи бокс пĕрлĕхне!

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика