Вăрмарти историпе таврапĕлÿ халăх музейĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Ăна пирĕн пултаруллă ентешĕмĕр, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, хисеплĕ таврапĕлÿçĕ тата чăн-чăн патриот — нумай çул Кĕлкеш шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине тата сăнарлă искусство предметне вĕрентекен, шкулти Н.А. Афанасьев ячĕллĕ музей ĕçне, «Родная сторона» ача-пăча шыравпа таврапĕлÿ пĕрлешĕвĕн ĕçне тытса пыракан Светлана Васильевна Романова 50 çул тултарнине тата вăл «Записки сельской учительницы» ятлă çĕнĕ кĕнеке кăларнине халалланă. Мероприятине музей экскурсовочĕ Галина Корытникова ертсе пычĕ.
Светлана Романовăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ, таланчĕ иксĕлми. Вăл педагогикăра та, таврапĕлÿпе тĕпчев ĕçĕнче те хастарлăхпа палăрса тăрать, искусство енĕпе те тĕлĕнтерет. «Записки сельской учительницы» кĕнекере Светлана Васильевна хатĕрленĕ методика ĕçĕсемпе, вăл çырнă статьясемпе, тĕпчев ĕçĕсемпе, очерксемпе, сăвăсемпе, поэмăсемпе, юрăсемпе, çавăн пекех унăн ÿкерчĕкĕсемпе те паллашма пулать.
Светлана Васильевнăна саламлама халăх йышлă пухăнчĕ — яваплă вырăнсенче ĕçлекенсем, педагогсем, таврапĕлÿçĕсем, çыравçăсемпе сăвăçсем, журналистсем, юлташĕсемпе тăванĕсем. Вăрмарти ЗАГС пайĕн начальникĕ Валентина Волкова, «Урмарытеплосеть» МУП директорĕ Виктор Павлов, Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿ профсоюзĕн Вăрмарти организацийĕн председателĕ Елена Николаева, ЧР кинематографисчĕсен Союзĕн председателĕ Олег Цыпленков, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Владислав Анишин, Анатолий Иванов, Людмила Николаева, Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕ Кристина Пудрикова тата методисчĕ Людмила Иванова, Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Ирина Васильева, Вăрмар округĕн администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ĕçченĕ Ирина Лукина, Анисса Белова, Николай Гаврилов, Юрий Петров-Сантус-Ара, Геннадий Эверсков, Геннадий Матвеев, Татьяна Миронова таврапĕлÿçĕсемпе пултарулăх çыннисем, Светлана Васильевнăн пиччĕшĕ, Кĕлкеш шкулĕнче физкультура вĕрентекенĕ Леонид Корнилов юбиляра ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕç, унăн çĕнĕ кĕнекине пысăк хак пачĕç, вăл ялта ĕçлекен учительсен сĕтелĕ çинче пулмалли кĕнеке тесе палăртрĕç, Светлана Васильевнăна вара çутă çăлтăрпа танлаштарчĕç. Çапла пулмасăр, унăн пултарулăхĕ, тапса тăракан вăй-халĕ, оптимизмĕ, пурнăçа юратни, кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пултарни пурин валли те ырă тĕслĕх вырăнĕнче.
Мероприятинче талантлă ентешĕмĕре халалласа юрăсем шăранчĕç, сăвăсем янăрарĕç, Тав çырăвĕсемпе грамотăсем, парнесемпе чечексем пулчĕç, хаваслă купăс сасси пурин кăмăлне те çĕклерĕ.
Ирина ДАНИЛОВА
