photo 2026 02 05 11 46 40Февралĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн çулсеренхи пресс-конференцийĕ иртрĕ. 7-мĕш хут ирттернĕ пресс-конференцийĕнче Олег Николаев республикăри журналистсемпе тĕл пулса вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ, 2025 çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, иртнĕ çулхи тĕп çитĕнÿсем çинчен каласа пачĕ, регион аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртрĕ, çав шутра республикăн социаллă тата экономика аталанăвĕн 2030 çулчченхи Комплекслă программи мĕнле пурнăçланса пыни çинче чарăнса тăчĕ.

Журналистсен ыйтăвĕсем яланхи пекех актуаллă та çивĕч пулчĕç. Сăмахран, вĕсене юр нумай çунă вăхăтра коммуналлă службăсем хăйсен ĕçне мĕнле пурнăçласа пынипе кăсăкланчĕç. «Юлашки уйăхра юр теми пурне те калаçтарать. Кĕске вăхăтрах нумай юр çусан ăна хăвăрт пуçтарса пĕтерме питĕ йывăр. Çапах та регламентпа ĕçлетпĕр. Чи малтан магистральлĕ çулсене тасатмалла. Манăн шухăшпа, пирĕн коммуналлă службăсем ку ĕçе аван тăваççĕ. Федераци çулĕ çинче чăрмавсем сиксе тухни пулкаланă, анчах вĕсене хăвăртах пĕтернĕ. Çав вăхăтрах пĕтĕм техника пысăк çулсене тасатма хутшăннăран çуртсен таврашне тимлĕх уйăрма йывăртарах пулчĕ. Çапах та ку ĕçе хастар çынсем, çамрăксем мĕнле хутшăнни питĕ килĕшрĕ. Вĕсем дворниксене картишсене хăвăртрах тасатма пулăшрĕç. Çакăн пек ыйтăва татса памашкăн пĕрле пухăнма пултарни питĕ пĕлтерĕшлĕ», — терĕ Олег Алексеевич.

Çынсене хумхантаракан тепĕр ыйту — больницăсене пĕрлештересси пирки. «Акă, Çĕнĕ Шупашкарпа Сĕнтĕрвăрри больницисене пĕрлештересси медицина пулăшăвĕн мелĕпе пахалăхне ÿстерессине палăртаççĕ. Анчах çав хушăрах вĕсем çак реформа палăртнă тĕллевсене мĕнле майпа пурнăçлассине уçăмлатмаççĕ. Çакă Чăваш Енри сывлăх сыхлавне лайăхлатма мĕнле майпа витĕм кÿрĕ?» — ыйтрĕ журналист.

Ку тĕлĕшпе Чăваш Ен Правительстви пĕрмаях майсем шыранине каларĕ Олег Николаев. Медицина пулăшăвĕсен тивĕçтерĕвĕн майне ÿстерессине сыхласа хăвармалла, районти больницăсене техника тата технологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтерессине ÿстермелле. Вăл Тăвай районĕн тĕслĕхне илсе пачĕ. Кунта медицинăри хуçалăх чăрмавĕсем сахалланнă, ытларах сиплев енĕпе ĕçлеççĕ. Çакна та халăх çийĕнчех туйса илнĕ: çĕнĕ 4 терапи участокĕ уçăлнă, ĕçе çамрăк тухтăрсем килнĕ. Канашри медцентрта шутланса тăраççĕ вĕсем, Тăвайра сиплеççĕ. Сăмах май, пĕрлешÿ тухтăрсен шалăвне ÿстерме май панă. «Ку укçа перекетлени мар. Çапла çĕнĕ майсем уçăлаççĕ, çамрăк специалистсем килеççĕ, тухтăрсен ĕç укçи ÿсет тата медицина пулăшăвне илесси лайăхланать», — палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

СВО теми те тимлĕхсĕр юлмарĕ. «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программа пирки калаçрĕç. Олег Николаев ятарлă çар операцине хутшăнакансенчен кашниех уйрăм шутра пулнине каларĕ: «Вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пирĕн çĕршыва хÿтĕлеççĕ. Эпир вĕсемпе пĕрмай çыхăнса, вĕсен çемйисемпе те хутшăнсах тăратпăр. «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программăна хутшăнакансен чунĕсенче пирĕн обществăна малалла та усă кÿрсе, пурнăçне çак ĕçе халалласа ирттерес туртăм вăйлă. Çакăн пек çынсем патшалăх тытăмĕнче питĕ кирлĕ».

Чăваш Ен шефа илнĕ Запорожье облаçĕнчи Бердянскран видеоçыхăнупа ыйту пулчĕ — туризм аталанăвĕ пирки. Олег Николаев пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енпе Бердянск тăрăхĕ пĕрле çыхăнса ĕçлет. Республика ачасен канăвне йĕркелет, Запорожьери спортсменсене тренировка сборĕсене йышăнать.

«10 çултан хăш профессисем кирлĕрех пулĕç?» — çакăн пек интереслĕ ыйту та пулчĕ. «Маларах палăртса хума питĕ йывăр. Анчах, тĕслĕхрне, дизайнер профессийĕ кирлĕ пулатех тесе шухăшлатăп. Çирĕп тĕллевлĕх, тарăннăн ĕçлени, ĕçе пахалăхлă туни пĕлтерĕшлĕ. Çакна тĕпе хурсан кирек хăш профессие те ăнăçлă алла илме пулать, - терĕ Олег Николаев.

Пресс-конференцинче ыйтусем чылай пулчĕç — ял хуçалăхĕпе, çул-йĕр строительствипе, туризм аталанăвĕпе çыхăннисем тата ыттисем те. Олег Алексеевич кашни ыйтăвĕ çине туллин хуравларĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика