photo 2026 02 04 06 40 29Тикашри юсаса çĕнетнĕ культура çурчĕ пĕр вăхăт та пушă лармасть темелле. Кунта ялти хисеплĕ волонтерсем кун хыççăн кун маскировка сетки çыхма пуçтарăнаççĕ.

Сивĕ çанталăка пăхмасă­рах туслă йышпа культура çуртне пухăнса пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлаççĕ, активлăх кăтартаççĕ. Кĕске вăхăтрах хă­вăртлăхпа çыхма хăнăхса çитнĕ вĕсен аллисем халĕ. Маскировка сеткисĕр пуçне салтаксем валли тăрăшсах ăшă çăм нускисем те çыхаççĕ ырă кăмăллă хĕрарăмсем. Тикашри территори пайĕн начальникĕ Валерий Нарсов пуçарăвĕпе хатĕр сеткăсене çар операцине ăсатма Вăрмар поселокне çитерсе параççĕ, çавăн пекех «Зов Чувашии» волонтерсен штабĕ урлă та парса яраççĕ. Кăçал маттурсем 30 маскировка сетки çыхнă. Салтаксем патне 20 сетка ăсатнă.

Çăлăнăç хатĕрĕсене çыхнă хушăрах хĕрарăмсем февралĕн 10-мĕшĕнче ялти культура çуртĕнче ирттернĕ художествăлла пултарулăх концертне те хатĕрленчĕç.

Сăмахран, Тикаш ял тăрăхĕнчен хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине 16 салтак хутшăнать.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика