IMG 3114Вăрмар поселокĕнчи «Родничок» ача-пăча садĕнче кунти агролаборатори ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

Пĕлтĕрхи çул «Родничок» ача-пăча сачĕ Пĕтĕм Раççейри «Бережное соз­нание» грантсен конкурсне хутшăнса мала тухнă, «Вăрлăхран чăрăш ÿстересси» тата «Йĕкелрен юман ÿстересси» проектсене пурнăçлама грант çĕнсе илнĕ. Грант укçи-тенкипе агролаборатори валли оборудовани, çав шутра хальхи йышши микроскоп, удобрени, ятарлă савăт-сапа, тăпра, вăрлăх, унсăр пуçне фотоаппарат та туяннă. Паллах, проект шайĕнче «Европейский» сортлă чăрăшпа «Черешчатый» сортлă юман та лартса хăварнă. Ачасемпе воспитательсем пăхса, шăварса тăнипе, ăшă та çутă лабораторинче условисем лайăх пулнипе йывăçсем шăтса тухма та ĕлкĕрнĕ, çавăнпа çамрăк хунавсене уйăрса пысăкрах савăтсене куçарса лартма вăхăт çитнĕ.

Ачасемпе пĕрле ку интереслĕ ĕçе пурнăçлама Вăрмар муниципаллă ок­ругĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместите­лĕн — экономикăпа ял хуçалăх па­йĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлака­нĕ Георгий Усков, Вăрмар округĕнчи Обществăлла палатăн председателĕ Людмила Голубева, Вера Енькова уйрăм çын предприниматель, ача садĕнчи ашшĕсен Канашĕн председателĕ Максим Степанов, ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн членĕ Елена Федотова хутшăнчĕç.

«Родничок» ача-пăча сачĕн заведующийĕ Марина Иванченко хăнасене агролаборатори ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, мĕнле ÿсентăран çитĕнтернине кăтартрĕ, ачасемпе воспитательсен тăрăшулăхне ырларĕ. «Мĕнпур пĕлĕве ачасем хăйсем ĕçлесе, хăйсем сăнаса илни пысăк пĕлтерĕшлĕ», — терĕ вăл. Унтан пурте ĕçе пуçăнчĕç — перчеткесем тăхăнса чăрăшпа юман йывăçĕсен çамрăк хунавĕсене пысăк савăтсем çине куçарса лартрĕç тата шăварчĕç. Пуласлăхра çак йывăçсем Вăрмар округĕн территорийĕнче вырăн тупса тавралăха илем кÿрессе шаннине палăртрĕç.

Ачасене агролаборатори ĕçне хутшăнтарни, пĕчĕкренех ял хуçалăхĕпе экологи ĕçĕсен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарни вĕсене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтерме, тĕрлĕ енлĕн аталантарма пулăшать, тăван çĕре юратма хăнăхтарать. Çапла пулмасăр, пысăк ĕç пĕчĕк утăмсенчен пуçланать. Тен, ачасем ÿссе çитĕнсен хăйсен пурнăçне хамăр тăрăхра агропромышленноç комплексне аталантарассипе, экологине сыхлассипе çыхăнтарĕç.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика