Çут тĕнчере çĕр-çĕр чĕлхе. Кашни халăхăн чĕлхи хăйне майлă. Тăван чĕлхемĕр пире пурăнма, ĕçлеме хавхалантарать, уявсенче кăмăл-туйăма çĕклет, çунатлантарать, хуйхă-суйхăра хÿхлевлĕ çемĕпе чун-чĕрене витерет, хаяр тăшмана питлеме ылхан сăмахĕсем шăратса кăларать. Тăван чĕлхен вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ, илемĕпе хăвачĕ çинчен несĕлсем мĕн ĕлĕк авалах ăслă шухăшласа ытарлă каланă. Тĕслĕхрен, «Чĕлхе Мускава çитерĕ».
Эпир 1551 çултанпа темиçе ĕмĕр хушши вырăс халăхĕпе пĕрле туслă та килĕштерсе пурăнатпăр. Кирек мĕнле халăхăн иртнĕ пурнăçĕ, ытти халăхпа хутшăнса пурăнни чĕлхене витĕм кÿрет, уйрăмах ун лексикинче палăрать: пирĕн чăваш чĕлхине вырăс сăмахĕсем калаçу урлă тата çыру урлă та кĕреççĕ, эпир вĕсемпе тăтăшах усă куратпăр.
Вырăс халăхĕн чĕлхи янăравлă та тĕлĕнмелле пуян, çепĕç. Вырăссен паллă çынни В.И.Даль çав пуянлăха 53 çул хушши пĕр çĕре пухса «Толковый словарь живого великорусского языка» туса хатĕрленĕ. Унта 200 пин ытла сăмах кĕртнĕ, кашни сăмахăн пĕлтерĕшне тĕплĕн ăнлантарнă, пĕлтерекен япалисене те сăнласа панă. Кунтах ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсен тĕслĕхĕсене те илсе кăтартнă. Пирĕн те, чăвашсен, çакăн евĕрлĕ паха ĕç пур, вăл — Н.И.Ашмаринăн 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки». Унта 40 пине яхăн сăмаха ăнлантарса панă. Н.И.Ашмарин, вырăс пулин те, чăвашла тап-таса калаçма вĕренсе çитнĕ, чăваш юррисене, юмах-халапĕсене нумай пĕлнĕ. Унта вăл чăваш чĕлхин лексика пуянлăхне, тăван халăхăмăрăн пурнăçĕпе йăли-йĕркисене, шухăш-ĕмĕчĕсене тарăннăн уçса панă, ахальтен мар ĕнтĕ çак словаре чăваш халăх пурнăçĕн энциклопедийĕ тесе хакланă. Ăна тăвас тесе Н.И.Ашмарин 30 çул ытла ĕçленĕ.
Вырăс чĕлхин нумай енлĕхне, вăл, чăннипе те, чуна тыткăнлакан тата кăмăл-туйăма çĕклекен хатĕр пулнине кăтартакан тĕнчипе паллă вырăс классикĕсен произведенийĕсене асăнса хăвармалла. А.С.Пушкин, Л.Н.Толстой, Ю.М.Лермонтов, С.А.Есенин çыравçăсем халăх пултарулăхĕнчи ахах-мерченĕн йăлтăртатакан сăмахсене тимлесе пуçтарнă та нумайлăха асра юлакан хайлавсем шăрçаланă. Эпĕ те вырăс поэчĕсене нумай вуланă. Пĕрре вĕсен чĕлхи пирĕншĕн сĕрме купăс пек ачашшăн та асамлăн илтĕнет, тепĕр чух аслати пек хăватлăн та кĕрлет.
В.И.Даль халăх чĕлхине мĕншĕн çăлкуçпа танлаштарать-ха? Шыв — пурнăç сĕткенĕ. Эпир унпа кулленех усă куратпăр. Вăйран кайса ÿксен те вăл пире çĕнĕрен çĕкленме хăват парать. Ман шутпа, тăван чĕлхе те вăл — халăхăн нихăçан та иксĕлми ăс-тăн çăлкуçĕ. Халăх сăмахлăхĕ çыравçăсене чаплăран та чаплă хайлавсем çырма май парать. Çак çăлкуçран тумламăн-тумламăн эпир мĕн ачаранпах вăй илсе ÿсетпĕр. Тăван сасăран, тăван чĕлхерен пирĕн ăс-тăн аталанма пуçланă. Пурнăçра ăру хыççăн ăру иртет: пĕр ăру вилет, тепри çуралать, вĕсен пурин те ăс-пуç пуянлăхĕ чĕлхере упранса юлать.
Вырăс халăхĕн юмахĕсем, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем, халапĕсем — кирек хăш ÿсĕмри çынна та ăс паракан, аталанма пулăшакан ĕмĕр кивелми халăх пултарулăхĕн паха тĕслĕхĕсем пулса тăраççĕ. Мана тупмалли юмахсене мĕнле ытарлă калани тĕлĕнтерет. Тĕслĕхрен, «Çунатсăр вĕçет, урасăр чупать». Унăн тупсăмĕ — пĕлĕт. Тĕлĕнмелле каланă вĕт! Çак халăхăн йăли-йĕркинче те: Çăварнинче, Раштав уявĕнче, Çветке вăхăтĕнче, Мăнкунра та — вырăс чĕлхин пуянлăхĕ çăл куç пекех тапса тăрать, чуна тыткăнлать. Халăх юрри-сăввинче, юмах-халапĕнче этемшĕн Тăван çĕршыв чи хакли пулни уйрăммăнах уççăн палăрса тăрать.
Кашни чĕлхен хăйĕн пахалăхĕ, перекетлĕхĕ, илемлĕхĕ пур. Ăна ăса хывмалла çеç. Вырăс чĕлхи урокĕсенче пире вĕрентекен чĕлхен çав паха енĕсене тупма, туйма, унпа пĕлсе усă курма вĕрентет. Чăваш чĕлхи урокĕсенче вара танлаштаруллă кăтартса пыни вырăс чĕлхин пуянлăхне ăша хывма пулăшать.
Чĕлхе вăл — халăхпа пĕрле çуралнă, халăхпа пĕрле пурăнать. Эпир вырăс чĕлхине мĕн чухлĕ аван пĕлетпĕр, çавăн чухлĕ пурнăçне те хаклама пултаратпăр. Юлашки çулсенче чăваш халăх пурнăçĕнче вырăс чĕлхин пĕлтерĕшĕ те çулсеренех ÿссе пычĕ. Вăл Чăваш Республикин патшалăх чĕлхи тата пирĕн çĕршыври халăхсене пĕр-пĕринпе хутшăнма май паракан хатĕр пулса тăчĕ.
И.Я.Яковлев, чăвашсене çутта кăлараканĕ, тăван чĕлхене яланах халăхăн ăс-хакăл мулĕ вырăнне хунă. Тăван чĕлхе юратăвĕ урлă çеç ытти халăхсен чĕлхине хисеплеме май пуррине палăртнă.
Çапла вара, чĕлхе — халăх культура ÿсĕмĕн ĕмĕр сÿнми çăлкуçĕ пулса тăрать. Ăна пирĕн упрамалла, вăй-хăватне ÿстерсе пымалла, хамăр чĕлхере мĕн пуррипе туллин усă курмалла. Ÿлĕм çитес ăрусем пире çакăншăн ырăпа асăнĕç.
Кристина ПАВЛОВА, Энĕшпуç шкулĕн вĕренекенĕ
