Раççейĕн социаллă политикинче 2025 çул паллă тапхăр пулса юлчĕ — çемьесене тĕрек паракан «Çемье» çĕнĕ наци проекчĕ старт илчĕ. Унăн тĕллевĕ — Раççейри çемьесене пур енлĕн пулăшасси, ача çуратаслăхне ÿстересси, пурăнмалли тата ачасене воспитани памалли хăтлă условисем йĕркелесси. «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче «Пушкин картти» федераллă программа пурнăçланать. 2025 çултан пуçласа вăл çак çĕнĕ наци проекчĕн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ. Унăн çулталăк хушшинчи ĕçне А.Г.Николаев летчик-космонавта халалланă Мемориал комплексĕнче пĕтĕмлетнĕ.

Палăртма кăмăллă, наци проекчĕ шайĕнче Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесем тÿлевсĕрех патшалăх музе­йĕ­­сене çÿреме пултараççĕ. Иртнĕ çулта Шуршăлти Космонавтика музейне 105 нумай ачаллă çемье çитсе курнă.

«Çемье» наци проекчĕ — иртнĕ çул пуçарса янă питĕ пĕлтерĕшлĕ федераллă комплекслă программа. Вăл нумай ачаллă çемьесене, шкул ачисемпе студентсене республикăри культурăпа кану учрежденийĕсене тÿлевсĕрех çÿреме май парать. Çавăн пекех «Пушкин картти» федераллă программăн участникĕсем Чăваш Енри культура учрежденийĕсенчи мероприятисене тÿлевсĕрех хутшăнма пултараççĕ. Андриян Николаев летчик-космонавта халалласа лартнă Мемориал комплексĕ те «Пушкин картти» программăна пурнăçлассипе активлă ĕçлет», - палăртнă çак культура учрежденийĕн директорĕ А. Тукмаков.

2025 çулта Мемориал комплексĕнче çак программăпа 19 мероприяти ирттернĕ, вĕсенче 1056 çын хутшăннă.

Вăрмар округĕнче 2025 çулта «Пушкин картти» программăпа пĕтĕмпе 16 мероприяти йĕркелесе ирттернĕ, 428 билет сутнă.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика