Çак кунсенче Мускавра Патшалăх управленийĕн Пĕтĕм тĕнчери Пĕрремĕш конгресĕ иртет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев цифровизаци сферинче регион епле ĕçлени пирки каласа кăтартнă.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕн тата Правительствин тĕп блокĕсен ертÿçисем, регионсемпе муниципаллă йĕркеленÿсен пуçлăхĕсем, парламентарисем, патшалăх корпорацийĕсен тата çĕршыври чи пысăк бизнес-компанисен топ-менеджерĕсем, общество ĕçченĕсем, ăслăлăхпа эксперт пĕрлĕхĕсен представителĕсем — пĕтĕмпе 1200 ытла официаллă хăна — цифра сервисĕсен сферинчи çитĕнÿсене сÿтсе явнă.
«Цифровизаци – хальхи пурнăçра патшалăх управленийĕн тĕп драйверĕ. 2024 çул вĕçĕнче эпир республикăра Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине çирĕплетрĕмĕр, унта регионăн мĕнпур стратегийĕсемпе проекчĕсене пуçтартăмăр. Программа пире малашнехи çул-йĕрпе тĕллевлĕн пырса кирлĕ пек мĕнпур ресурссемпе тĕрĕс усă курма хистет, халăхăн ыйтăвĕсене татса пама витĕм кÿрет.
Чи пĕлтерĕшли – процессене цифрăллă даннăйсене куçарасси. Çав вăхăтрах эпир сервиссен пуххине кăна йĕркелесе пымастпăр, цифрăллă пĕрлĕхлĕ контур тăватпăр, унта кашни тытăм хăйĕн тивĕçне пурнăçлать: «Чувашия онлайн» халăх порталĕ — халăха явăçтарассишĕн, регионти ведомствăсен хушшинчи хутшăну тытăмĕ – экспертизăпа суйлавшăн, проект ĕçĕ-хĕлĕн Управленийĕн çумтытăмĕ — ĕçсене пурнăçлассишĕн яваплă.
Оперативлă управленин тĕп хатĕрĕ пирĕншĕн – дашбордсем. Лару-тăру центрĕнче 50 дашборд йĕркеленĕ ĕнтĕ, çулталăк вĕçлениччен тепĕр 10 ытла пулать. Даннăйсем уçăмлă пулсан влаç хăвăртрах та тухăçлăрах ĕçлет», – палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Республикăра даннăйсен управленийĕн тата патшалăх программисене пурнăçлас сферăра цифра йышăнăвĕсем тăвасси активлă аталанать. Ку процесра даннăйсен витрини пĕлтерĕшлĕ. Паянхи кун регионта 7 витрина хута янă. Вĕсем пурте ведомствăсем хушшинчи хутшăнăва тата аналитика ĕçне тивĕçтереççĕ.
2023 çулта Чăваш Енре цифра трансформацийĕн проекчĕсене тата проект ĕçĕ-хĕлне пахалăхлă тытса пыма проект ĕçĕ-хĕлĕн управленийĕн çумтытăмне /УПД\ йĕркелесе янă. Асăннă цифра хатĕрĕ республикăри ĕç тăвакан органсен, вĕсен ведомство учрежденийĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен информацине пухас, тирпейлес тата упрас процессене автоматизацилес тĕллевпе ĕçлет.
2024 çулта Чăваш Енре патшалăх управленийĕнче процесс аналитикипе /Process Mining/ усă курмалли проект пурнăçа кĕнĕ. Çавăн пекех «Чувашия онлайн» портала хута янă, унта «Ниме — Халăх бюджечĕ» пуçарулăх бюджечĕн программин заявкисене электронлă майпа вырнаçтараççĕ.
2025 çулта республикăра «Яркое лето Чувашии» онлайн-платформа ĕçе пуçăннă, унта çуллахи тапхăрти мероприятисем пирки пĕтĕм хыпарсене пухнă. Сезон вĕçленсен платформăна «Ярко в Чувашии» ят панă. Унта республикăри фестивальсен, концертсен, спорт турнирĕсен тата ытти мероприятисен чи тулли афишине вырнаçтарнă, сайта кулленех çĕнетсе улăштарса пыраççĕ. 2025 çулхи июнь уйăхĕнче хута кайнăранпа порталта пĕтĕмпе 5,5 пин ытла мероприяти вырнаçтарнă. Çак тапхăрта сайтпа 38 пин ытла çын паллашнă.
ЧР ПА пресс-служби
