67b66291bc824d0a9b36758a971c7171Вăрмар округĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти — ашшĕ-амăшĕсен муниципалитет шайĕнчи форумĕ — иртнĕ. Ăна Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта йĕркелесе ирттернĕ.

Форум тĕллевĕ — çамрăксене хăйсен тăван тăрăхĕнчи ял хуçалăх территорийĕсене аталантарма явăçтарасси. Ку тĕллеве пурнăçлас тесен шкул ачисене пулас профессине суйлама тата пурнăç çулĕн стратегине палăртма пулăшмалла. Форум Раççей çамрăкĕсене аталанма тата пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшассипе пурнăçланакан «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕн пайĕ пулса тăнă. Çак проект шайĕнче çамрăксене обществăлла пурнăçа активлă хутшăнтарассипе тата вĕсен гражданла позицине йĕркелессипе çыхăннă пуçарусене пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Форум вăхăтĕнче кашни хă­йĕн шу­хăшне палăртма, шкул ачисене професси суйлама пулăшас сферăри опычĕпе паллаштарма пултарнă, ял территорийĕсене аталантармалли проектсене те сÿтсе явнă.

Мероприяти программине темиçе енлĕ йĕркеленĕ. Шкулти холл ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене куравсемпе, интерактивлă презентацисемпе кĕт­се илнĕ, кунтах практика занятийĕсем иртнĕ. Форума хутшăннă хăнасем пухăннисен умĕнче саламлă сăмахсемпе тухса калаçнă, çавăн пекех концерт та пулнă.

Пленарлă пай хыççăн ĕç малалла тĕрлĕ тематика секцийĕсенче тăсăлнă: «Ачапа психологи тĕлĕшĕнчен хутшăнасси», «Бизнес-революци», «Шкул ачисен профориентацийĕ тата хăйсен вырăнне тупма пулăшмалли хальхи йышши мелсем», «Агронавигатор».

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн, Мускаври автомобильпе çул-йĕр патшалăх техника университечĕн Атăлçири филиалĕн, Чă­ваш педагогика колледжĕн, Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн Сĕн­тĕр­вăрринчи структурăллă уйрăм подразделенийĕн представителĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕмелли условисемпе, вĕрентÿ процесĕпе паллаштарнă, практика мĕнле иртни тата малалла ĕçе вырнаçасси пирки ăнлантарнă. Шкул ачисене хумхантаракан ыйтусем çине хуравланă.

«Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен руководителĕсен лапамĕ» интереслĕ мастер-класс та йĕркеленĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, форум педагогсемшĕн, ашшĕ-амăшĕсемшĕн, бизнес­па аслă вĕренÿ заведенийĕсен представителĕсемшĕн пĕр-пĕрин­пе калаçмалли тухăçлă лапам пулса тăнă. Шкул ачисем вара хăйсен пуласлăхĕ çинчен тарăнрах шухăшласа илме, тĕрлĕ профессисем пирки ытларах пĕлме пултарнă.

Валентина ТАБАКОВА, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул директорĕн заместителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика