Вăрмар округĕнче ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Николай Владимиров пулчĕ. Чи малтанах вăл Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкула çул тытрĕ. Пушă алăпа килмен сенатор: «Единая Россия» политика партийĕн «Выбор сильных» проекчĕ шайĕнче çамрăк самбистсене тренировкăсем валли çĕнĕ ролл-мат парнелерĕ. Николай Владимиров çак пĕлтерĕшлĕ проектăн регионти координаторĕ шутланать.
Вăрмарсем самбо енĕпе чăннипех те вăйлă. Лев Уливанов, Иван Никитин, Валерий Орлов пултаруллă тренерсем ертсе пынипе вырăнти секцине 150 ача çÿрет. Ачасем тăтăшах тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. «Çĕнĕ хатĕрсем ачасемшĕн кăна мар, ашшĕ-амăшĕсемпе наставниксемшĕн те яланах пысăк савăнăç», - палăртнă Николай Владимиров.
Шкул хыççăн Николай Владимиров Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн представителĕсемпе тĕлпулу ирттернĕ, пĕрле территори аталанăвĕпе çыхăннă тĕп ыйтусене сÿтсе явнă. Николай Владимиров сенатор Кивĕ Вăрмарти территори пайĕн начальникне Вячеслав Васильева /сăн ÿкерчĕк çинче/, округри депутатсен Пухăвĕн депутатне Сергей Федотова, «Михайлов А.О.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Алексей Михайлова Тав хучĕсемпе чысларĕ. Çавăн пекех Николай Николаевич Вăрмарти тĕп библиотекăна Анатолий Хованскин кĕнекисене парнеленĕ. Çак кĕнекесене кăларас ĕçре сенатор хăй те пулăшу кÿнĕ автора.
Эвелина МИХАЙЛОВА, Надежда ШИШКИНА
