Пĕтĕм Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тĕпе хурса Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă пысăк мероприятине официаллă майпа уçнă. Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ тесе йышăнасси пирки калакан Хушăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2025 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Пуçарулăхăн тĕп тĕллевĕсем — граждансен пĕрлĕхне, нацисем хушшинчи килĕшĕве çирĕплетесси, çавăн пекех пуян этнокультура нумай енлĕхне упраса хăварасси тата аталантарасси. 2026 çула çак темăпа ирттересси ăнсăртран мар. Ятарлă темăна палăртма республикăра пурăнакансем хастар хутшăннă, вĕсем хăйсен шухăшне онлайн-сасăлав мелĕпе палăртнă. Пĕр сăмахпа каласан, регионти мĕнпур халăх хапăл тусах йышăннă.![]()
«120 ытла наци çынни Чăваш Енре килĕштерсе, пĕрне-пĕри хисеплесе пурăнать. Пирĕн çĕр пĕрлехи кил пулса тăчĕ, унта кашни халăхăн йăли-йĕрки, Тăван çĕршыва юратассин пĕрлĕхлĕ вăйĕ, гимнĕ. Умра пирĕн паллă дата — Чăваш Ен Раççей патшалăхĕ йышне хăй ирĕкĕпе кĕнĕренпе 475 çул. Çак историллĕ пулăм пирĕн çула яланлăхах палăртрĕ. Аслă çĕршывăмăрта эпир сыхланса юлнă, йăла-йĕркесене упраса ламран-лама куçарса пыратпăр.
Чăваш халăхĕ — Раççейĕн шанчăклă тĕрекĕ. Çакна эпир ĕмĕрсем хушшинчи ĕçпе çирĕплетсе патăмăр. Паян та Чăваш Ен ывăлĕсем Раççейĕн никама пăхăнманлăхне, унăн прависене хÿтĕлеççĕ. Вĕсем - çĕнтерÿçĕсен чăн еткерçисем, нумай нациллĕ пĕрлĕхĕн вăйĕ.
Çак çул аслă ĕçсен, пысăк çитĕнÿсен вăхăчĕ пулса тăтăр. Эпир пĕрле пуласлăха аталантаратпăр», - палăртнă хăйĕн сăмахĕнче уява пухăннисене тав тунă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Мероприятие республикăри муниципалитетсенчи пултарулăх ушкăнĕсем, чăвашсен, вырăссен, тутарсен, ирçесен тата ытти халăхсен культурăпа наци пĕрлешĕвĕсем чылай пуçтарăннă. Хăнасенчен чылайăшĕ наци костюмĕсемпе килсе çитнĕ. Фойере йăла-йĕркесене сăнарлакан ятарлă курав хатĕрленĕ.
Çулталăк хушшинче Чăваш Енре анлă культура тата вĕрентÿ мероприятийĕсем, çавăн пекех тĕрлĕ наци представителĕсене пĕрлештерекен спорт турнирĕсем иртĕç. Çак пулăмсем кунта пурăнакансене чăваш çĕрĕ çинче халăхсен хăйне евĕрлĕ йăли-йĕркипе, чĕлхипе тата искусствипе тарăнрах паллашма пулăшĕç.
«Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ вăл — черетлĕ паллă пулăм кăна мар, пирĕн аслă çĕршывăмăрăн тата Чăваш Енĕн вăйĕ пĕрлĕхре, хамăрăн тымарсене шанчăклăн тытса тăнинче тата хамăрăн хаклăхсене, çемьесене, ачасен пуласлăхне пĕрле хÿтĕлеме хатĕрринче, пĕр-пĕринпе тÿрĕ кăмăллă, уçă та пархатарлă пулнинче палăрать», - тенĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева. Мероприятие пухăннисене ытти хăнасем те саламланă, пĕрлĕхре пирĕн вăй пулнине çирĕплетнĕ.
ЧР ПА пресс-служби
