Пĕр сасăллă пулса пĕрремĕш вулавра саккунсăр миграцие хирĕç кĕрешессипе комплекслă саккунсен пакетне йышăннă. РФ Патшалăх Думин Председателĕ Вячеслав Володин хушнипе хатĕрленĕ çак пуçарусен авторĕсен йышĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева та.
Улшăнусем ĕçлекен мигрантсен медицина тĕрĕслевĕ тухмалли вăхăтне чакарассипе çыхăннă, 90 кунран 30 кун таранччен. Унсăр пуçне тĕрĕслев витĕр уполномоченнăй организацисенче кăна тухма пулать, çакă ку ĕçе посредниксем хутшăнассинчен хăтарать.
«Пирĕн граждансен пурнăçĕн тата сывлăхĕн хăрушсăрлăхне гарантилекен процедурăсене контрольлес тытăмăн реформи ку. Пур документа та электронлă майпа йĕркелĕç, çакă тĕрĕс мар информацирен хÿтĕленме май парĕ. Даннăйсене федераллă сывлăх сыхлавĕн пĕрлехи информаци тытăмне вырнаçтарĕç, малалла тĕплĕн тĕпчесе тĕрĕслеме РФ Шалти ĕçсен министерствине ăсатĕç», - тенĕ Алла Салаева хăйĕн телеграм-каналĕнче.
