photo 2026 02 04 09 09 49Вăрмар тăрăхĕ республика, çĕршыв, тĕнче шайĕнче мала тухакан пултаруллă спорт­сменĕсемпе мухтавлă. Енте­шĕмĕрсем спортăн кашни тĕсĕнчех хăйсене лайăх енчен кăтартаççĕ, Вăрмар округĕн чысне çÿллĕ шайра хÿтĕлеççĕ, тренерсен тăрăшулăхне тÿрре кăлараççĕ. Талантлă спорт­сменсем хушшинче Егор Аликович Григорьев çамрăк боксера палăртса хăвармалла.

Егор 2009 çулта Аслă Чак ялĕнче Екатерина Владимировнăпа Алик Валерьевич Григорьевсен çемйинче çуралса ÿснĕ, тăватă ывăлтан иккĕмĕшĕ вăл. Пĕчĕкренех спорт еннелле туртăннăскер пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех А.Ф. Федоров ячĕл­лĕ Вăрмарти спорт шкулĕн бокс уйрăмне çÿреме пуçланă. Геннадий Меркурьевич Николаев тренер, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ патĕнче бокс енĕпе пултарулăхне тă­ватă çула яхăн туптанă. Тренировкăсенчен, ăмăртусенчен юлман спортсмен кĕçех çитĕнĕвĕсемпе палăрма тытăннă, тăтăшах çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнĕ. Çавна кура Егора асăрханă, В.М. Краснов ячĕллĕ Шупашкарти олимп резервĕн училищине вĕренме йышăннă. Асăннă вĕренÿ заведенийĕнче вăл иккĕмĕш çул вĕренет ĕнтĕ, Владимир Викторович Железнов тренер патĕнче ăсталăхне аталантарать.

Çирĕп кăмăллă, мал ĕмĕт­лĕ, тăрăшуллă боксер кулленех тĕрлĕ спорт ăмăртă­вĕсенче малти вырăнсене йышăнать. Нумай пулмасть, акă, СВОра пуçне хунă паттăрсене асăнса Çĕнĕ Шупашкар хулинче бокс енĕпе Чă­ваш Рес­публикин чемпионачĕ тата мала тухмалли ăмăртăвĕсем иртнĕ. Егор Григорьев çак ăмăртусенче 57 килограмм таякан спортсменсем хушшинче 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. 2025 çулта та вăл Чăваш Ен чемпионĕ пулса тăнă. Çавăн пекех пĕлтĕр, Чăваш Респуб­ликин пĕрлештернĕ команди йышĕнче пулнă май, Раççей шайĕнчи мала тухмалли ăмăртусене ăнăçлă хутшăнса хăйне лайăх енчен кăтартнă. Атăлçи Федераллă округĕн мала тухмалли ăмăртăвĕсенче те финала тухнă.

Çак кунсенче вара спорт­сменăн ашшĕ Алик Валерьевич тепĕр ырă хыпар та пĕлтерчĕ: Егор Григорьева бокс енĕпе «Спорт мастерĕн кандидачĕ» спорт разрячĕ панине çирĕплетекен хушу тухнă. Саламлатпăр! Малашне те çĕнтерÿсен çулĕпе утăмлама сунатпăр!

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика