Полковнику Сергею Ильину посмертно присвоено звание Героя России
![]()
Нашему земляку, полковнику Сергею Юрьевичу Ильину, посмертно присвоено высшее звание - Герой России. Соответствующий указ подписал Президент Российской Федерации Владимир Путин.
Сергей Юрьевич – истинный офицер чести, чей жизненный путь стал воплощением беззаветного служения Родине. Уроженец Урмарской земли, он прошел путь до гвардейского звания, возглавив 155-ю отдельную гвардейскую орденов Жукова и Суворова бригаду морской пехоты. В июле 2025 года, ведя своих бойцов в ожесточенных сражениях, офицер пал смертью храбрых, до конца оставшись верным воинской присяге.
Высокая награда земляка, полученная посмертно, — это одновременно и гордость, и глубокая скорбь для всей республики. Его гибель является невосполнимой утратой.
«Тяжело получать вести о высоких наградах земляков, которые наши защитники получают посмертно. Гибель Сергея Юрьевича – невосполнимая утрата для всей республики. Пока в сердцах сынов Чувашии и всей России живет такая решимость защищать Отчизну, наша страна – непобедима, - выразил поддержку семье героя Глава Чувашии Олег Николаев. - Низкий поклон родителям, воспитавшим истинного патриота. Вечная память и вечная слава Герою России, павшему за суверенитет и будущее великой России! Сделаем всё, чтобы имя полковника Ильина стало символом мужества для будущих поколений. Его дела продолжатся в нашей памяти и наших поступках».
Чувашинформ
Çутă чунлă çутă çын
Тăван çĕршыва юратни мĕнрен пуçланать? Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Сергей Юрьевич Ильиншăн, Раççей Паттăрĕшĕн, вăл, ахăртнех, тăван килĕнчен, тăван шкулĕнчен, юратнă çемйинчен, шанчăклă юлташĕсенчен пуçланнă. Тăван ялĕн сарлака урамĕсемпе анлă уй-хирĕсен илемĕ, ашшĕ-амăшĕ тата шкул панă тĕрĕс воспитани унăн патриотлăхĕн никĕсĕ пулса тăнă.
Сергей Юрьевич 1985 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче Елена Федоровнăпа Юрий Вениаминович Ильинсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. «Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă», — тенĕ ваттисем. Сергей те мĕн пĕчĕкрен ĕçченлĕхпе, çирĕп, çав вăхăтрах ырă кăмăлпа, хăйĕншĕн тата çывăх çыннисемпе юлташĕсемшĕн яваплă пулма пĕлнипе, яланах пурне те пулăшма хатĕррипе палăрнă.
Ачаранах ĕç патне туртăннă вăл, 1-мĕш класранах кукашшĕпе пĕрле кĕтÿ пăхма çÿренĕ, кăштах çитĕнсен килĕнчи выльăх-чĕрлĕхне те хăйех пăхнă, çулласерен амăшĕпе пĕрле пахчара ĕçленĕ тата ытти те.
Пĕр ĕçрен те айккинче юлман пулин те вĕренÿре те чи лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă Сергей, спорт патне те туртăннă. «Хĕлле çитсен конькипе ярăнатчĕ, çулла футболла вылятчĕ, волейбол вăййине кăмăллатчĕ, каратэ секцине çÿренĕ, художествăлла пултарулăх кружокне çÿреме те вăхăт тупатчĕ. Вăл йывăçран ăсталанă шкатулкăсем халĕ те килте упранаççĕ, — аса илет амăшĕ Елена Федоровна. — Шкул пурнăçĕнче активлă пулнă вăл, «Зарницăра» тата «Орленокра» ăна яланах командира суйланă, ытти мероприятисенче те тус-юлташĕсене, хăйĕн класне ертсе пынă. Вĕрентекенсем ăна кирек мĕнле ĕç те шанса пама пултарнă, вĕсен шанăçне вăл тÿрре кăларнă».
Аслă классене куçсан Сергей çар çынни пулма тĕллев лартнă. Хусанти аслă çар команда училищине вĕренме кĕме документсем, справкăсем пуçтарса хатĕрленĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене те, училищĕн шалти экзаменĕсене те ăнăçлă тытса 2003 çулта курсант пулса тăнă. 1-мĕш курсрах сержант званине тата отделени командирĕ пулма тивĕçнĕ. Паллах, çар училищинче вĕренме çăмăл мар, дисциплинăна çирĕп пăхăнмалла, анчах ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ ÿпкелешнине пĕрре те илтмен. Килне çырнă çырăвĕсенче — ăшă сăмахсем кăна тата ашшĕ-амăшне хăйне воспитани парса çитĕнтернĕшĕн тав туни...
2007 çулта алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк лейтенант Сергей Ильин, çав вăхăт тĕлне çемьеленнĕскер, мăшăрĕпе пĕрле Владивостока куçса каять, Лăпкă тинĕс флочĕн тинĕс пехотинчи служби вăхăтĕнче вăл хăйĕн ĕçне юратакан тÿрĕ кăмăллă çар çынни пулнине пĕрре мар çирĕплетнĕ. 20 ытла çул хушшинче кĕçĕн офицертан полковник, бригада командирĕ таран çитнĕ. 2019 çулта Сиринчи çар ĕçĕсене хутшăннă. 2022 çулта РФ Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсен Пĕтĕм çарĕсен академине пĕтерет. Çав çулах ятарлă çар операцине каять. Хăюлăхшăн, çарт тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Сергей Ильина пысăк наградăсемпе палăртнă. Çав шутра — «За заслуги перед Отечеством» II степеньлĕ хĕçлĕ орден медалĕпе, Паттăрлăх орденĕпе, вилнĕ хыççăн — «За заслуги перед Отечеством» IV степеньлĕ хĕçлĕ орден медалĕпе. Халĕ вара «Раççей Паттăрĕ» звани те панă.
«Сергей ачаранах ыттисене пулăшма ăнтăлнă, хĕрхеннĕ, кирлĕ пулсан хÿтĕленĕ. Шкулта чухне вăл кĕçĕннисене, ют ялсенчен вĕренме килекенсене хăйĕн хÿттине илнĕ. Училищинче хăйĕн юлташĕсене — ытларах чухне хамăр ентешсенех — тăрăшса вĕренме хавхалантарнă. Владивостокра çар тивĕçне пурнăçлама тытăнсан та ентеш-салтаксене куçран вĕçертмен, вĕсемшĕн пăшăрханнă. СВОра та хамăр ялсемшĕн, хамăр районсемшĕн яваплăха туйса май килнĕ таран пулăшнă. Çулталăкне пĕрре те пулин тăван яла отпуска килсен те алă усса лармастчĕ, килти ĕçсене пĕтĕмпех хăй çине илсе пулăшса хăваратчĕ. Ял-йышпа, шкул ачисемпе, юлташĕсемпе тĕл пулма та вăхăт тупатчĕ», — тет Елена Федоровна.
2025 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче Курск облаçĕнче Сергей Юрьевич Ильин полковник паттăрсен вилĕмĕпе вилни пирки усал хыпар çитсен Ильинсен çемйишĕн уяр кун аçа çапнă пекех пулнă. Вăрмар округĕшĕн те, республикăпа çĕршывшăн та ку вăл питĕ пысăк çухату пулса тăнă. Паттăр ентешĕмĕр ĕмĕрхи лăпкăлăха Мăнçырма ялĕн масарĕ çинче тупнă.
«Сергей пирĕнпе юнашар çуккине ĕненес килмест, вăл халĕ те çар службинче пек туйăнать, халь-халь шăнкăравласса, унăн сассине илтессе кĕтетĕп. Эпир видеоçыхăну урлă калаçаттăмăр. «Анне, пĕтĕмпех лайăх, ан пăшăрхан. Малалла ĕçлетпĕр», — тетчĕ», — куççульне шăлать амăшĕ... Унăн килĕнче стена çинче Сергей Юрьевичăн пысăк сăн ÿкерчĕкĕ çакăнса тăрать, Лăпкă тинĕс флочĕн тинĕс пехотин Жуков тата Суворов орденĕсен 155-мĕш уйрăм гварди бригадин ялавĕсем хăйсен вырăнне тупнă, шкап çинче — çар карттусĕ. Пурне те типтерлĕн упрать Елена Федоровна.
«Çутă чунлă çутă çын», — тет Сергей Юрьевич пирки ял-йыш. Раççей Паттăрĕн, Приморски крайĕн Паттăрĕн Сергей Ильинăн ырă ячĕ тата çутă сăнĕ амăшĕн, çывăх çыннисен чĕрисенче кăна мар, Мăнçырма ялĕнче, Вăрмар округĕнче пурăнакан кашни çыннăн асĕнчех ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Сергей Ильин полковнике асăнса В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари вăтам шкулта Паттăр парттине уçнă. Декабрь уйăхĕнче ялта волейбол енĕпе ăмăртусем иртнĕ, вĕсене çулсеренех ирттерме палăртаççĕ. Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ чиркÿ çумĕнче унăн сăнĕллĕ баннер вырнаçтарнă. Вăл пурăннă урама «С.Ю. Ильин гварди полковникĕн урамĕ» ят панă.
Ирина ДАНИЛОВА
Василий Шигильдеев, глава Урмарского муниципального округа:
«Обращаясь к матери Героя Елене Федоровне, низко кланяюсь и говорю самые искренние слова благодарности. Спасибо Вам за сына. За то, что воспитали в нăм такие качества, как сила духа, преданность, любовь к своей земле и чувство ответственности. Его подвиг – не просто страница истории. Это живой и вечный урок для нашего подрастающего поколения, для всех, кто выбирает путь защиты Отчизны. Имя Героя России Сергея Ильина будет сиять как путеводная звезда.
Мы делаем всă, чтобы подвиг нашего земляка не был забыт. Одна из улиц в его родном селе Мусирмы теперь носит его имя. Работаем над установкой мемориальной доски, чтобы каждый, проходя мимо, вспоминал о герое. Его жизнь навсегда вписана в летопись нашей малой родины и всей России. Память о Герое Сергее Юрьевиче Ильине и его подвиге будет жить вечно».
Татьяна Степанова, учитель Мусирминской СОШ им. В.Д. Николаева:
«В годы учебы в школе Сергея Ильина я работала заместителем директора по воспитательной работе, и теперь вспоминается, как-то необыкновенно легко было мне с ним проводить школьные мероприятия. Он непринужденно вел школьников за собой, подавал пример ответственности и исполнительности за порученное дело.
Помню, когда на еженедельной утренней линейке было обĕявлено о предстоящих выборах очередного школьного Президента ÿпрежний окончил школуŸ, как сразу в Совет старшеклассников стали приходить заявки на кандидата в Президенты с выбором Сергея Ильина, ученика 10 класса, что свидетельствует, каким он был любимым, уважаемым, надежным человеком в школьном ученическом коллективе».
Алексей Вотяков, близкий друг Сергея Ильина:
«С юных лет Сергей был настоящим патриотом — своей Родины, своей семьи, своей земли. Для него эти слова никогда не были пустыми: они подтверждались поступками, ответственностью и готовностью отвечать за других. Он рано понял, что значит служить не только себе, но и людям рядом, своей стране.
Сегодня особенно ясно осознаăшь: мы не имеем права быть заложниками собственных слабостей, равнодушия или усталости. Мы не вправе растерять и обесценить ту жертву, которую наш друг возложил на алтарь Победы. Память о Сергее — это не только воспоминания, но и нравственный ориентир, напоминание о том, какими мы должны оставаться и ради чего стоит жить и работать».
