2025 çула Раççейре Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ, Чăваш Енре Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавăнпа хаçат вулакансене пирĕн атте — Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă Александр Архипович Архипов çинчен каласа кăтартас килет.
Александр Архипович Архипов 1918 çулта Кивĕ Мăнтăр ялĕнче çуралнă. Вĕсен çемйинче 1 хĕр те 4 ывăл çитĕннĕ. Ашшĕ вăрман каснă çĕрте аманса çамрăклах çĕре кĕнĕ. Амăшĕ 5 ачана пĕччен ÿстернĕ, 4 ывăлне аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Атте Кивĕ Мăнтăрти, Пинерти, Пысăк Енккассинчи шкулсенче ăс пухнă. 1937 çулта Шупашкарти педагогика институтне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Пединститут пĕтернĕ хыççăн çара кайнă, унтан вара тÿрех вăрçа.
Вăрçăра 4 хут аманнă вăл /2 хутчен йывăр/, 1 хут контузи те пулнă. Мунча кĕнĕ чухне час-часах хăйĕн хулĕ çинчен пÿрнипе осколок ванчăкĕсене кăларнине курнă эп. Унăн алли, ури, кăкăрĕ, пуçĕ çинче пысăк çĕвĕсем /шрамсем/ пурччĕ.
Атте хĕллехи сивĕ каçсенче каласа панисем асра. Вăрçăра вăл 45 миллиметрлă пушка командирĕ пулнă. «Аслă сержант» званиллĕскер Ленинград фронтĕнче 58-мĕш стрелковăй бригадăра нимĕçсене хирĕç çапăçнă. Малалла унăн сăмахĕсем: «Пĕр вăхăт тăшман хупăрлавне лекме пуçларăмăр. Пушкăсене пытарса хутăмăр. Запас автомат, патронсем, гранатăсем чиксе саланса кайрăмăр. Пурте пĕрле чупсан пире курма пултараççĕ, пушкăсемпе переççĕ. Ăçта тĕл пулмаллине калаçса татăлтăмăр. Пĕр çур сехет чупсан хамăн çумра пуля шăхăрнă сасăсем илтрĕм. Çаврăнса пăхрăм: вăрман хĕрринче пĕр нимĕç чĕркуçленсе ларнă та мана автоматран тĕллесе перет. Эпĕ çаврăнса хамăн автоматран петĕм. Нимĕç йывăç хыçне пытанчĕ. Малалла чупатăп. Нимĕç выртса пеме пуçларĕ. Эпĕ айккăн-майккăн пăрăнкаласа чупатăп. Шăкăлт! турĕ, чĕркуççи вĕриленсе илчĕ, ун витĕр пуля тухса кайрĕ. Уксахлатăп, чупатăп, ураран юн юхать. Нимĕç аякра пулнă пирки пуля вăйĕ пĕтнĕ, шăмăна ватмасăр тухса кайрĕ. Юн ан юхтăр тесе урана чĕркуççинчен çÿлерех мĕн вăй пур таран хытă çыхрăм. Çапах та юн майĕпен юхать, атă ăшне тулать. Пĕр сехет пек чупса, утса пырсан пуç çаврăнма тытăнчĕ. Куçсем хуралма пуçларĕç, сулăнма пуçларăм. Чарăнтăм, çÿлелле пĕлĕтсем çине пăхрăм та каларăм: «Эх, анне, анне, таврăнатăп терĕм... Каçар, пулмарĕ!»
Хĕрача сассипе тăна кĕтĕм. Пăхатăп — медсестра. Турăçăм! Юнашар хамăр салтаксем выртаççĕ. Хитре хĕрача ман пата пычĕ те йăл кулса: «Тăна кĕтĕр. Ан хăрăр халĕ, пурнăçăр малалла тăсăлĕ», — терĕ».
Госпитальти хирург каласа панă тăрăх, аттене хăй умне лаша çине хурса хитре уссиллĕ грузин, капитан, кавалерист, буркăпа папаха тăхăннăскер, илсе килнĕ. «Чĕрĕ юлсан /тăрăшăр!\ грузин салам каласа хăварчĕ тесе пĕлтерĕр», — тесе каланă тет. Атте аса илнĕ тăрăх, вĕсенчен аякра мар кавалери отрячĕ пулнă. Вĕсем те, ахăртнех, тăшман хупăрлавĕнчен тухнă. Грузин атте чупнине, ÿкнине курнă ĕнтĕ, лаша çине хурса илсе тухнă. Вăрçă хыççăн атте ăна нумай шыранă, анчах тупайман. Тавах ăна пирĕн аттене çăлса хăварнăшăн!
Вăрçăран таврăнсан атте тивĕçлĕ канăва тухичченех Пысăк Енккасси, Пинер шкулĕсенче физикăпа математика предмечĕсене вĕрентнĕ. Çав тăрăхри çынсем ăна лайăх пĕлеççĕ, астăваççĕ.
Владимир АРХИПОВ, «Байконур» космодром ветеранĕ