Çурхи пĕрремĕш уяв — Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе Вăрмар поселокĕнчи Культура çуртĕнче савăнăçлă концерт иртрĕ.
Куракансен залĕнче пухăннă хĕрарăмсене, хĕрсене тата хĕрачасене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ăшшăн саламларĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, телей, мирлĕ пурнăç, çемьесенче килĕшÿ сунчĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен амăшĕсемпе мăшăрĕсене уйрăммăн саламласа тав турĕ.
Мероприяти шайĕнче чыслав пулчĕ. Василий Викторович СВО волонтерĕсене — маскировка сеткисем çыхма активлă хутшăнакан тăрăшуллă хĕрарăмсене — Зинаида Андреевăна, Марина Петровăна, Роза Митрофановăна, Людмила Борисовăна, Вера Еньковăна, Елена Васильевăна Тав çырăвĕсемпе наградăларĕ. Анаткас ялĕнче пурăннă, ятарлă çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ Александр Ильич Николаев ефрейторăн тăлăха юлнă мăшăрне Татьяна Валериановна Николаевăна «Паттăрлăхшăн» медаль пачĕ /сăн ÿкерчĕк çинче\. Çак наградăна Александр Ильич вилнĕ хыççăн тивĕçнĕ. Куракансем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин ырă ятне хисеплесе ура çине тăрса чылайччен алă çупрĕç.
Концерт çепĕç юрăсемпе, чуна тивекен сăвăсемпе, илемлĕ ташăсемпе асра юлчĕ, Вăрмар округĕн талантлă артисчĕсем, сцена ăстисем пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕç.
Ирина ДАНИЛОВА
