«Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» Патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕ республика шайĕнчи патриотлăх конкурсĕн çĕнтерÿçисене савăнăçлă лару-тăрура наградăланă. Конкурс 4 номинацинче иртнĕ: видеороликсем, эссе, сăн ÿкерчĕксем, ÿкерчĕксем.
Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта 2-5 классенче вĕренекенсем тата педагогсем те конкурса активлă хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсен йышне пуçламăш классен вĕрентекенĕ Елена Валерьевна Виссарионова тата 5 класс вĕренекенĕ Александр Миронов кĕнĕ. Вăрмарсене конкурсра мала тухнă ятпа çар ĕçĕсен ветеранĕ Наталья Ильина саламланă. Вăл 2025 çулччен «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» Патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕн руководителĕн заместителĕ пулса СВО ветеранĕсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси енĕпе ĕçленĕ, хальхи вăхăтра Курск облаçĕнчи нумай профильлĕ больницăра пирĕн хÿтĕлевçĕсене пулăшать.
«Сирĕн ĕçĕрсем Çĕнтерÿ патне ăнтăлма хавхалантараççĕ. Эпир сирĕн тĕреве туйса тăратпăр, эсир пире çар задачисене пурнăçлама вăй-хал кÿретĕр. Сирĕн çырăвăрсем тата ÿкерчĕксем чăн-чăн талисман пулса тăнă. Ятарлă çар операцийĕнче пирĕн сирĕнпе пĕрле çĕнĕрен те çĕнĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе пымалла, умри тĕллевсене пурпĕрех пурнăçлăпăр!» — палăртнă Наталья Ильина.
Çавăн пекех чăваш салтакĕсем те видео мелĕпе саламсем янă, конкурса хутшăнакансене тав тунă.
Татьяна САПАРКИНА, шкул директорĕн заместителĕ
