Вăл вăхăта эпĕ сантехника, водителе вĕренсе тухнăччĕ ĕнтĕ, вырăнти çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче ĕçлеттĕм.

Ир тăрсан та, каç выртсан та аттен тĕлĕкĕ асран тухмарĕ. Уйăх иртрĕ, тепри хыçа юлчĕ — ятарлă çар операцийĕ чарăнмарĕ. Ĕçлетĕп, шалăвĕ курăнмасть: пÿлĕмшĕн тÿлетĕп, кредит парăмне чакаратăп, ĕçетĕп, çиетĕп — нимĕн те юлмасть. Тытрăм та çар комиссариатне кайса контракт çыртăм. Малтанах илесшĕн пулмарĕç — ара, çарта пулман, манран мĕн усси терĕç-тĕр.

— Хăть водитель пулса пулăшам, — терĕм те кăмăла тивĕçтерчĕç. Çур çуллăх тунă килĕшĕве алă пустарчĕç. Уйăхран çапăçу хирне лекрĕм. Малти ретех апат-çимĕç леçеттĕмĕр, аманнисене каялла илсе тухаттăмăр.

Туссене те çухатрăм. Вова, ав, паянхи кун та тĕлĕке килет. Пĕр ирхине тăтăмăр та чăваш каччи ниçта май çук чиперленчĕ. Эпир унран култăмăр, тăрăхларăмăр. «Мĕн, савни патне кайма пуçтарăнатăн-им?» — тесе те пăхрăмăр. Вăл хăнк та тумарĕ. Сухалне хырчĕ, чĕрнине касрĕ, пуçне çурĕ, çÿçне тураса пĕр еннелле илемлĕн вырттарчĕ. Унтан пушмакне сăрласа якатрĕ, тумне çыпăçнă çÿп-çапран тасатрĕ. Татах култăмăр:

— Паян авланмастăн пулĕ те?

— Тен, паян вилетĕп. Манăн кĕлеткене куракансем сăна пăхса хăраса ÿкчĕр-и? — терĕ. Пĕр-пĕрин çине ним ăнланмасăр кăн-н! пăхрăмăр.

— Ан ухмахлан. Санăн савнă Маринене качча илсе виçĕ ача çураттармалла. Хăв çапла калатăн вĕт, — аса илтерчĕ Чĕмпĕр облаçĕнчен пынă Миша.

Ăнланма пултаратăр-и? Çав кун пирĕн Вова окопа таврăнмарĕ…

Контракт вĕçленсен, киле таврăнсан чунăм чăтмарĕ — унăн ашшĕпе амăшĕ патне кайса килес терĕм. Нумайч­чен калаçса лартăмăр, анчах тусăма çак тĕнчене илсе килнĕ сăпайлă хĕрарăм кирек мĕн çинчен пуп­лесен те ывăлĕ патне таврăнчĕ.

— Хуйхăпа вилеймерĕмĕр, ĕçлесе вилес терĕмĕр, — терĕ юлашкинчен кил картинчи выльăх-чĕрлĕхне кăтартнă май. Тăватă ĕне туяннă вĕсем, виçĕ вăкăр, çичĕ сысна самăртаççĕ. Чăххи-чĕппин, хурĕ-кăвакалĕн шучĕ çук…

Хайхи район центрне таврăнтăм та — палламан номертен шăнкăравлаççĕ. Тытрăм.

— Эпир сире хваттер парасшăн, документсене илсе килĕр, тархасшăн, — ытла та ачашшăн калаçрĕ майра.

Çĕршывшăн кар тăнине хакларĕç апла! Питĕ чап­лă хваттер уйăрчĕç тесе мухтанаймăп, анчах пурăнма юрать. Стенисене обой çыпăçтарнă, кухньăра газ плити вырнаçтарнă, ваннăй пÿлĕмĕнче – душ кабини, туалетра унитаз пур. Карттăра пухăннă укçапа сĕтел-пукан, ытти вак-тĕвек туянтăм. Унчченхи вырăнах ĕçлеме кĕтĕм. Ертÿçĕ кăна мар, пурте кăмăллăн йышăнчĕç. Кăнтăрла апатланатпăр-и, авари пулнă çĕре юсав ирттерме тухса каятпăр-и — ĕçтешсем кашнинчех çапăçу хирĕнчи лару-тăрупа паллаштарма ыйтрĕç.

Пĕррехинче пире кĕрпе-макарон пырса панăччĕ. Пĕлетпĕр-ха: шăши калама çук нумай. Анчах вĕсем çав териех иртĕхесси çинчен шухăшламан. Ирхине вăрантăмăр та — михĕсене йăлт шăтарса тăкнă. Хăйсен йышĕ виçĕ-тăватă хут ÿснĕ. Тепрехинче çывăраттăм, хырăм тăрăх тем шунипе куçа уçрăм. Пăх та — тем вăрăмăш çĕлен. Вăт çавăн пек самантсем çинчен каласа параттăм.

Уйăх иртрĕ пулĕ — чирлесе ÿкрĕм: пуç ыратать, ÿслĕк аптăратать, пĕр вĕрилентерет, пĕр шăнтса пăрахать. Хам пулсан каймастăм-ха, ĕçтешсем ÿкĕтленипе çеç больницăна çул тытрăм. Тăратăп хайхи регистратура умĕнче — хитре ярăнса утса пике пырать. Çÿçĕ пилĕкĕ таран. Ун вăрăмăш ÿстерекен халĕ питĕ сайра. Çивĕтне ытарайманнипе хăвăрттăн утса умне пырса тăтăм. Анраса каймалла чипер хĕр. Куçĕ кăн-кăвак — Хура тинĕс шывĕ пек, йăл кулли — тăна çухатмалла асамлă. Чăтаймарăм. Паллашрăмăр. Илемпие сывалсанах кино курма илсе каяссине пĕлтертĕм. Ячĕ те чăн чăваш пикин вĕт.

Вăл, педиатр дипломне алла илнĕскер, пирĕн ра­йон больницине «Земство тухтăрĕ» программăпа килнĕ иккен. Ĕçлеме Шупашкартан çÿрет. Çулĕ çывăх мар — хам патра пурăнма ыйтрăм. Виçĕ уйăх туслă калаçатпăр — мана шанма та юрать пек ĕнтĕ.

— Качча илесси пирки калаçмастăн, пĕрле пурăнма йăлăнатăн, — кăмăлсăрланчĕ пĕррехинче Илемпи.

Ăна та ăнланма пулать-ха, хутшăнусене саккунпа çирĕплетесшĕн ĕнтĕ. Анчах манăн Тăван çĕршыв умĕн­че парăм пур — вăл мана тÿлевсĕр хваттер панă. Унсăр пуçне эпĕ юлташсемшĕн тăшмана тавăрма Турă умĕнче шантарнă. Кун пирки Илемпие пĕлтертĕм те татăлса йĕме тытăнчĕ.

— Ĕнер кăна макăрмалли самант пулчĕ. Халĕ эсĕ куççульлентеретĕн. Пилĕк çулти ачан пырне пăхмалла, ÿт температурине виçмелле, ÿпкине, чĕрин таппине тĕрĕслемелле — ниепле те лăпланмасть. Йĕрмĕшет те йĕрмĕшет. Эпĕ те, амăшĕ те витĕм кÿрейместпĕр. Ним тума аптăранă енне: «Семен, санăн аçу ăçта? Ĕçре-и, килте-и? Акă эпĕ сана тĕрĕслĕп те унпа часрах тĕл пулăн», — терĕм. Унччен те пулмарĕ — амăшĕ уласа макăрма тытăнчĕ. Ун патне пытăм, мĕншĕн хурланса ÿкнипе интереслентĕм. Упăшки ятарлă çар операцийĕнче паттăрăн пуç хунă иккен. Амăшĕпе ывăлне аран лăплантартăм вара. Кун пек ыйту парасси юлашки пултăр. Эсĕ халĕ ма тарăхтаратăн? — хĕрÿленсе калаçрĕ Илемпи.

Чунăм хурланса килчĕ. Пĕлетĕп: савнă чиперккене ырату кÿретĕп. Вăрçă мĕнне пĕлмен çын мар эпĕ, унта епле лару-тăру хуçаланнине такам каласа кăтартнипе мар, хам куçăмпа курнăран ăнкаратăп. Çапах манăн парăм пурри тата Çÿлти Пÿлĕхçĕ умĕнче шантарса калани çинчен манма юрамасть…

— Илемпи, кĕт мана, — терĕм Вăрнарти чукун çул вокзалĕнче пуйăса ларсан…

— Паллах, кĕтетĕп. Таврăн кăна, — куççуль витĕр кала­рĕ Илемпи, сасси вара кăкăрĕ тĕпĕнчен чĕтренсе тухрĕ…

Пуйăс хускалсан курткăн шалти кĕсйинчен конт­ракта кăларса темĕнччен куç илмесĕр пăхрăм, пуçри шухăшсем çеç тимлĕхне те, сăпайлăхне те çухатрĕç: чарăнма пĕлмесĕр çапăçрĕç… Хам вара тупа тунă сăмахăмран иртменшĕн чĕререн савăнтăм: эпĕ — чăн-чăн арçын.

Дмитрий Моисеев

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика