«Раççейри ветерансен Союзĕ» Пĕтĕм Раççейри ветерансен обществăлла организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн представителĕсем çак кунсенче Вăрмар округĕнче пулнă. Вĕсем СВО пынă вăхăтра фронта пулăшакан волонтерсене наградăланă. Грамотăсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ ентешсем хушшинче Тикаш, Хĕрлĕçыр, Шăхаль, Мăнçырма ялĕсен активисчĕсем пулнă. Вĕсем кашни хăйĕн ялĕнче кунсерен туслă йышпа пухăнса салтаксене кирлĕ япаласем хатĕрлеççĕ, алсиш-нус­ки çыхаççĕ, окоп çуртисем ăсталаççĕ, пĕрисем маскировка сеткисем, теприсем нашлемниксем çыхаççĕ. Ырă ĕçне кура волонтерсем хисепе тивĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика