Чăваш Енре «Единая Россия» партин «Çирĕп çемье» проекчĕпе килĕшÿл­лĕн Пĕтĕм Раççейри «Паттăрсен амăшĕсене — чечек» акци йĕркеленĕ. Çак пуçарăва ывăлĕсем СВОра çар тивĕçне пурнăçлакан амăшĕсене хавхалантарас тĕллевпе ирттереççĕ. Чă­ваш Ен Правительстви «Единая Россия» партипе пĕрле республикăра ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене пулăшмалли 50 ытла мерăна пурнăçлаççĕ, вĕсенчен 30 ытларахăшĕ регион пуçарăвĕпе пулса пырать.Bori

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çар çыннисен амăшĕсемпе тĕп хулари Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейĕнче тĕл пулнă. Вĕсене çурхи уяв ячĕпе саламланă, паттăрлăхшăн, чун хавалĕшĕн тав тунă. «Хаклă хĕрарăмсем, йăла-йĕркене упракансем» тĕр­лĕ культурăпа пуян халăхăмăрăн пĕрлĕхĕ шăпах сире пула çирĕп. Çак еткерлĕхе хăвăрăн ывăлăрсене паратăр. Шăпах эсир пирĕн хÿтĕлевçĕсене çапла воспитани панă, вĕсем тĕрĕслев витĕр тухса чун хавалĕпе чăн-чăн паттăр пулса тăчĕç. Эпир çĕнтересси пирки иккĕленÿ çук. Пирĕн тĕллев вара – Тăван çĕршывăн кашни шанчăклă ывăлне пулăшасси тата упрасси. Сирĕн ятпа эпĕ пур хĕрарăма та тав тă­ватăп. Эпĕ сире савăнăç, телей, тăван кил-çурта юратупа, тимлĕхпе тултарма сунатăп. Çавна май Чăваш Ен, унпа пĕрлех Раççей те че­чек­лентĕр», — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

«Единая Россия» хĕрарăмсен юхăмĕн регионти общество канашĕн ертÿçи Наталия Партасова паттăр ывăлсем çитĕнтернĕ, вĕсене Тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕ амăшĕсем пирки сăмах пуçарнă. Хĕрарăмсене чăн-чăн арçынсене – 1941 çулхи çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕн тивĕçлĕ еткерçисене — пăхса ÿстернĕшĕн тав тунă май салтаксем тăванĕсен ăшшине, вĕсен тăрăшăвне туйни­не палăртнă. Çавăн пекех çар çыннисене çырусемпе кăна мар, гуманитари пулă­шă­вне пухас ĕçе хĕрарăмсем кар тăрса пулăшнине каланă.

Çак мероприятие йыхравланă хăнасен йышĕнче пирĕн округран Кивĕ Вăрмарта пурăнакан Людмила Геннадьевна Борисова та /ÿкерчĕкре/ пулчĕ. Людмила Геннадьевнăн ывăлĕ Анатолий Николаевич Борисов 2022 çултанпа мобилизаци йĕр­кипе ятарлă çар операцийĕнче, унта старшина должноçĕнче мединструктор пулса хутшăнать. Анатолий Борисов СВО-ра хăюллă салтак, чыс тата тивĕç мĕнне çÿллĕ шайра тытса тăраканскер тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ.

Тĕлпулăва хутшăннисем пĕр-пĕринпе калаçса чунĕсене уçрĕç. Çавăн пекех вĕсем музейпе паллашрĕç. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн­че Ф.Павлов пьеси тăрăх лартнă «Ялта» спектакле курса киленчĕç.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика