Чăваш Ен влаçĕсем обществăлла транспорта çĕнетсех пыраççĕ. Республикăра 2026-2028 çулсенче 118 çĕнĕ автобус çул çине тухĕ. Прог­рамма «Единая Россия» парти пулăшнипе «Хăрушлăхсăр çулсем» проект шайĕн­че пурнăçланать.

Автобуссем туянма федераци паракан субсидисем пулăшĕç, регионти бюджетран та укçа-тенкĕ уйăрĕç.

«Эпĕ регион руководителĕ пулнă май, манăн задача — Чăваш Енре пурăнакансене хăтлă тата хăрушлăхсăр обществăлла транспортпа тивĕçтересси. Ку задачăна тапхăрăн-тап­хăрăн пурнăçласа пыратпăр. Экологиллĕ электротранспортпа усă курасси те тимлĕхре. 2020 çултанпа 200 ытла троллейбус туянтăмăр. 2030 çулччен тата 133 туянма планлатпăр. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ 2026 çултах маршрут çине тухĕç, тепĕр пиллĕкĕшĕ — 2027 çулта. Пĕтĕмпех — республика бюджечĕн шучĕпе. Çак утăмсене пĕр тĕллевпе пурнăçлатпăр — Шупашкар агломерацийĕнче транспортпа çÿреме хăтлă пултăр, транспорт сферинче ĕçлекенсен расхучĕсем чакчăр», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика