Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре тата Вăрмар округĕнче те, çăлавçăсемпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем çурхи ейÿ тапхăрне ăнăçлă ирттерсе ярассипе тата халăх пурăнакан вырăнсене пушарсенчен хÿтĕлессипе вĕрентÿсене хутшăннă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.Артамонов çурхи ейÿ тапхăрне яваплăн хатĕрленмеллине, гидротехника сооруженийĕсене, шыв юхтармалли пăрăхсене тĕрĕслесе тăмаллине, халăхăн вара хăйĕн пурлăхне страхламаллине каланă. Вăрмар округĕнче вĕрентÿ ăнăçлă иртнĕ, ятарлă службăсем заданисене пурнăçласа хăйсен хăнăхăвĕсене çирĕплетнĕ, çивĕч лару-тăру сиксе тухсан пурнăçламалли ĕçсене хатĕрленнĕ.
