Юнкун Вăрмар округĕн администрацийĕн юсаса çĕнетнĕ ларусен залĕнче округри агропромышленноç комплексĕн 2025 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене тата кăçалхи плансене халалланă агроинженери конференцийĕ иртрĕ. Кунта округри ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен, уйрăм хушма хуçалăхĕсен руководителĕсем, аграри сферине республика шайĕнче аталантарассипе ĕçлекен яваплă çынсем хутшăнчĕç. Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев чи малтанах сăмах илнĕ май фермерсене округ пурнăçне хутшăннăшăн тав турĕ, шăпах хресчен-фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем тăрăшнипе районти ача сачĕсенче агролабораторисем уçăлчĕç, çакă çитĕнекен ăрăва ачаранах тăван тăрăха, тăван çĕре юратма вĕрентет. Çавăн пекех Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтернĕ агрокласс хута кайрĕ. Ăна оборудованипе тивĕçтерес ĕçре Владимир Анатольевич Иванов фермер, депутат пысăк тÿпе хывнă. Округ аграрийĕсен ятарлă çар операцине кÿрекен пулăшăвĕ те пысăк пулнине палăртрĕ Василий Шигильдеев, çак ыркăмăллăх ĕçне малалла та тăсма ыйтрĕ. Василий Викторович «Сарабай» тулли мар яваплă обществăн руководительне Анатолий Ульянова агропромышленноç сферинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата 60 çулхи юбилейпе саламласа округ администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. Хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатса тăрас ĕçе те хăш-пĕр ял тăрăхĕнче аграрисем йышăннă. Çак ĕçре палăрнă фермерсене — Г.Н. Ямукова, В.А. Иванова, А.В. Михайлова, С.Р. Илларионова, В.Я. Иваншкина, Д.А. Кабакова Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ вăл.
Вăрмар округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕн — экономикăпа ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Ирина Ямукова агропромышленноç комплексĕн 2025 çулхи ĕçне туллин çутатакан докладпа, кăçалхи çурхи ĕç планĕсемпе паллаштарчĕ.
Аграрисемшĕн усăллă тĕрлĕ ыйтупа калаçрĕç конференцире, çак шутра — 2026 çулта ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене патшалăх пулăшăвĕ кÿресси, «Россельхозцентрăн» Чăваш Республикинчи филиалĕ кÿрекен пулăшу тĕсĕсем, çĕр надзорĕпе тата пестицидсемпе, агрохимикатсемпе хăрушсăрлăхлă усă курассипе çыхăннă саккуна пăхăнасси, техникăна çураки валли тĕрĕслесси, çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси тата вĕсене пурнăçлама кредитсем илесси, АПК сферинчи инноваци технологийĕсем тата ытти те.
Эвелина МИХАЙЛОВА
