Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн ĕçченĕсем мобилизацин пĕрремĕш кунĕсенченех волонтер ĕçĕ-хĕлне хутшăнса ятарлă çар операци­йĕн участникĕсене пулăшса тăраççĕ. Черетлĕ гуманитари пулăшăвне вĕсем март уйăхĕн малтанхи кунĕсенче хатĕрлесе, пуçтарса ăсатнă. Центрта ĕçлекенсем пĕрре кăна мар салтаксене валли хăйсем ăсталанă окоп çуртисене парса янă. Çак çуртасем çăмăл мар условисенче çав тери кирлĕ. Вĕсем салтаксене ăшăнма та, атă-пушмака типĕтме те, шыв вĕретме те пулăшаççĕ.

«Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене пулăшасси — пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Кашни çуртана, кашни посылкăна эпир чунри чи ăшă туйăмсемпе хатĕрлетпĕр, пирĕн ĕç Çĕнтерĕве çывхартма пулăшасса шанатпăр», — теççĕ социаллă учреждени специалисчĕсем.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика