Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова палăртнă тăрăх, сывлăх профилактикин ыйтăвĕ «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн тата «Единая Россия» партин «Сывă пуласлăх» проекчĕн тĕп приоритечĕ.
«Ĕмĕре сывă пулса вăрăмлатас енĕпе диспансеризаци пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Профилактика мероприятийĕсем хăйсен тухăçлăхне çирĕплетсе пачĕç, çавăнпа та медицина пĕрлĕхĕ ку енĕпе ĕçлесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Çулталăк пуçланнăранпа профилактика тĕлĕшĕнчен медицина тĕрĕслевĕсене тата диспансеризацине республикăри 97 пин çын тухнă», - палăртнă Лариса Тарасова.
Çак пысăках та мар тапхăрта диспансеризаци вăхăтĕнче 3500 ытла шала кайнă тĕрлĕ чир-чĕре тупса палăртнă, çак шутра пĕрремĕш хут палăрнисем: 106 — усал шыçă, 2374 — чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем, çак шутра 1555-шĕ артерири юн пусăмĕ хăпарнипе çыхăннă, 515 — вар-хырăм чирĕсем, 282 — сахăр диабечĕ, 267 — сывлав органĕсен чирĕсем.
Вăрмар районĕнчи тĕп больницăра 2026 çул пуçланнăранпа пĕтĕмпе 1672 çын диспансеризаци тухнă, вĕсенчен 14 çыннăн сахăр диабечĕ, 76 çыннăн чĕрепе юн тымарĕсен, 3 çыннăн сывлав органĕсен, 12 çыннăн апат ирĕлтерекен органĕсен чирĕсем пуррине тупса палăртнă.
Репродуктивлă диспансеризаци çине уйрăмах тимлĕх уйăраççĕ, çулталăк пуçланнăранпа республикăри 26 пин çын тĕрĕсленнĕ. «Аса илтеретĕп, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерствин команди республикăри халăхăн репродуктивлă сывлăхне çирĕплетессипе ĕçлеме пуçланă. Паянхи кун эпир çĕнĕ йышши цифра сервисне туса хурассипе активлă ĕçлетпĕр, вăл пулăшнипе 18-49 çулсенчи граждансене пĕлтерĕшлĕ медицина информацине оперативлă пама май пулĕ. Çĕнĕ алгоритмпа килĕшÿллĕн пациентсене Патшалăх порталĕнчи харпăр хăй кабинечĕсем урлă пĕлтерÿсемпе анкетăсем ярса пама май пулĕ, çакă репродуктивлă диспансеризацине тухмалли процедурăна ансатлатать тата хăвăртлатать», - палăртнă министр.
Лариса Тарасова çавăн пекех республикăра пурăнакансене сывлăхĕ çинчен ырана хăвармасăр паянах шутламалли çинчен каларĕ.
