Чăваш Енĕн Правительство çуртĕнче республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу иртнĕ.Унта пухăннисем республика бюджечĕн проекчĕн 2026 çулхи тĕп улшăнăвĕсене тишкернĕ.
Хушма укçа-тенкĕн чылай пайне наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме тăкаклĕç. Вĕсене валли 23,2 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. «Çамрăксемпе ачасем» нацпроект шайĕнче 38 шкула тĕпрен юсаса çĕнетме палăртнă. «Пурнăç валли инфратытăм» проект граждансене авариллĕ çурт-йĕртен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерме витĕм кÿрĕ, транспорта аталантармалли çĕнĕ регион проекчĕ 2026 çулта 29 автобуспа 5 троллейбус туянма май парĕ. Çак системăллă йышăнусем «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Халăх программине пурнăçланин тĕп кăтартăвĕсем пулса тăраççĕ. Регионăн сывлăх сыхлавне масштаблă модернизаци кĕтет: хушма укçа-тенкĕпе 26 объекта тĕпрен юсама, хальхи йышши оборудовани туянма тата пысăк технологиллĕ операцисем валли квота укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă.
Комплекслă хăрушсăрлăх çине уйрăмах тимлĕх уйăрнă. Бюджета тÿрлетнĕ май гражданла оборонăн хÿтĕлев сооруженийĕсене хатĕрлеме укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тесе нумай хваттерлĕ çуртсен путвалĕсене хатĕрлесси хастар пурнăçланать. Муниципалитетсенче террора хирĕç кĕрешессипе тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тесе хушма укçа уйăрнă.
Регион аталанăвне витĕм кÿрекен ĕçсенчен пĕри - «Ниме — халăх бюджечĕ» пуçаруллă бюджет пулса юлать. Унта пурăнакансенчен пĕтĕмĕшле 5 млрд ытла тенкĕлĕх рекордлă 1841 заявка килнĕ. Ытларах укçа-тенкĕ ял çулĕсене юсама, шыв-шура тасатма, ача-пăча площадкисене тирпейлеме тата ытти ĕçсене йĕркелеме тăкакланĕ. Экологи ыйтăвĕсем те тимлĕхсĕр юлмĕç: вăрман хуçалăхне аталантарма тата пурлăхпа техника базине çирĕплетме 183,1 млн тенкĕ хушма укçа уйăраççĕ.
«Бюджет пирĕншĕн – чи кирли. Çынсем хускатакан ыйтусене татса пама, палăртнă объектсене пурнăçа кĕртме май парать. Эпир çĕршыв Президенчĕ Владимир Владимирович Путин лартнă наци тĕллевĕсене пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Республикăра кашни тенки тĕллевлĕ тăкакланать, халăхăн пурнăç условийĕн шайĕ лайăхланса пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар», - тесе палăртнă ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов.
ЧР ПА пресс-служби
