erВăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн диагностикăпа социаллă реабилитаци уйрăмĕнче «Пысăк вăрçăн пĕчĕк паттăрĕсем» астăвăм урокĕ иртрĕ. Çак мероприяти «Çемье» наци проекчĕ тата «Эпĕ — Раççей çынни» патриотла программа шайĕнче иртрĕ, ăна çемьепе ĕçлекен специалист Юлия Степанова йĕркелерĕ.

2026 çул Раççейре Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ, çавăнпа та çакăн пек уроксем ирттерни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Урок вăхăтĕнче эпир хамăрăн мăн асаттесен паттăрлăхне хисеплĕн аса илетпĕр, çавăн пекех нацисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме тăрăшатпăр, пирĕн тĕп вăй шăпах пĕрлĕхре пулнине туятпăр.

Астăвăм урокĕ вăхăтĕнче çамрăк участниксем Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче фронта пулăшса тĕлĕнмелле харсăрлăх, чăтăмлăх кăтартнă ачасен историйĕсемпе паллашрĕç. Çар тематикипе çыхăннă произведенисенчи сыпăксене вулани вăрçă вăхăтĕнчи асап­лă çулсене тарăнрах туйса илме, мирлĕ пурнăçа хаклама вĕрентет. Мероприятин кульминацийĕ «Эпир пĕрлĕхре, апла пулсан пире çĕнтереймĕн» видеоролик пăхни пулчĕ. Ку ролик ачасене халăхсем пĕрлĕхре пулни пирĕн çĕршыва чи йывăр вăхăтсем витĕр тухма май панине лайăх кăтартрĕ. Хроникăри кадрсем, ветерансен тата паянхи паттăрсен чуна пырса тивекен асаилĕвĕсем ачасен кăмăл-туйăмне пысăк витĕм кÿни палăрчĕ. Патриотла воспитани тĕллевĕллĕ мероприяти тăван çĕршыва ытларах хаклама вĕрентрĕ вĕсене, мирлĕ пурнăç тата пĕрлĕхре пулни чăннипех те паха хаклăхсем пулнине кăтартрĕ. Хамăрăн несĕлсем хывнă йăла-йĕркесене малалла тăсни пире пирĕн халăхăн паттăрлăхне асра тытса пуласлăхăн никĕсĕсене çирĕплетме пулăшать.

Юлия СТЕПАНОВА, Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн специалисчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика