SVOЧăваш Енри Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Вăрмарти уйрăмĕнче ятарлă çар операцине хутшăнса инвалидноç илнĕ виçĕ участникпе тĕлпулу ирттернĕ. Кадрсен центрĕн начальникĕ Михаил Пуклаков ĕçе вырнаçассипе патшалăх кÿрекен пулăшу мерисемпе, социаллă контракт йĕркелесе социаллă пулăшу илмелли йĕркепе паллаштарнă, «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ профессие вĕренме тата хушма професси вĕрентĕвĕ илмелли ирĕк пурри çинчен каласа ăнлантарнă.

Раççей Социаллă фончĕн Вăрмарти клиентсемпе ĕçлекен службин руководителĕ Татьяна Васильева СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисене кÿрекен социаллă пулăшусемпе çăмăллăхсем çинчен, санаторипе курорт сиплевĕпе медицина реабилитацийĕ пирки каласа ăнлантарнă.

Кадрсемпе ĕçлекен консультант Альбина Лукина «Раççейри ĕç» порталпа еплерех ĕçлемелли пирки тата унăн урлă СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисене кÿрекен пулăшу мерисем çинчен информаци илсе тăмалли пирки пĕлтернĕ.

Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май Сергей Мальковпа Сергей Софронов хуралçă пулма вĕренес кăмăллă пулнине пĕлтернĕ. Виççĕмĕш участник Виктор Филиппов сипленнĕ хыççăн хăйĕн малтанхи ĕç вырăнне — Çурçĕре пушарник пулса ĕçлеме кайма тĕллев лартнă. Унăн унти ĕç вырăнне сыхласа хăварнă.

Альбина ЛУКИНА, кадрсемпе ĕçлекен консультант

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика