«Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕ шайĕнче Вăрмар округĕнче «вăрттăн» экономикăпа /«теневая» экономика\ кĕрешессипе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи ушкăнăн ларăвĕ иртрĕ.
Ларăва Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пычĕ. Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явма Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, территори пайĕсен начальникĕсем, потребительсен прависене хÿтĕлес сферăри надзор енĕпе ĕçлекен федераллă службăн, шалти ĕçсен органĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев 2026 çула пирĕн округра Перекетлĕ производство тата эффективлă управлени çулталăкĕ тесе палăртнине тата çак çулталăк шайĕнче пурнăçламалли тĕллевсене аса илтерчĕ. «Вăрттăн» экономикăпа кĕрешме муниципалитетра ятарлă программа йышăннă. Вăл экономика хутшăнăвĕсен тăрăлăхне тивĕçтермелле. Бизнеса саккунпа килĕшÿллĕн уççăн тытса пыни бюджета кĕрекен налуксен шайне ÿстерме, çавна май халăхăн пурнăç шайне лайăхлатма пулăшĕ.
Лару вăхăтĕнче ведомствăсен хушшинчи пилĕк ушкăнăн ĕçĕ-хĕлне йĕркелеме йышăнчĕç. Вĕсем округри предпринимательсем хушшинче тĕрĕслевсем ирттерĕç, профилактика енĕпе те вăй хурĕç, саккунра палăртнă требованисем пирки ăнлантарĕç, ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелеме пулăшĕç, патшалăх пулăшăвĕсен мерисем çинчен каласа парĕç.
«Вăрттăн» экономикăпа кĕрешесси — Раççейри патшалăх политикин тĕп енĕсенчен пĕри. 2025 çулхи декабрь уйăхĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин наци экономикин тÿрĕлĕхне тивĕçтерме чĕнсе каланă, Правительствăна тата регионсене 2026 çулта çак задачăна пурнăçлама хушнă.
Ирина ДАНИЛОВА
