Ф.А.Александровăн паттăрлăх паллисем çук, авланман, штрафра, отпускра пулман, çырулăха пĕлмест.
Унăн паллисем: 2 аршăн та 6 вершук, тĕттĕм сăнлă, куçĕ хăмăр, çÿçĕ хура, сăмси вăтам.
Хальхи вăхăтра Çĕрпÿ уесĕнче инвалид командинче тăрать.
Паспорта 1823 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче панă».
Кивĕ Мăнтăр ялĕнче çуралнă Иван Савельев патшалăх хресченĕ шутланнă. 1824 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче панă паспортра ун пирки çапла çырнă: «Иван Савельев хĕсметре 20 çул тăрса çветтуй Аннан паттăрлăх паллине тивĕçнĕ.
Вăл 55 çулта. Унăн паллисем: çÿллĕшĕ икĕ аршăн та 5 вершук, тĕттĕмрех сăнлă, куçĕ сăрă, çÿçĕ тĕттĕм çутă. Хĕсмете тинĕс флотне 1797 çулта илнĕ.
1802, 1803, 1804-1810, 1812-1815 çулсенче кампанисенче пулнă, 1807 çулта Турци флочĕпе çапăçнă, 1812 çулта – французсемпе.
Штраф та, отпускра та пулман, çырăва пĕлмест. Авланнă, арăмĕ Татьяна Ермолаева унпа пĕрлех.
Малтан карап экипажĕнче квартирмейстр пулнă, отставкăна кайсан боцманмат чинне панă».
Макар Семенов Чулкас ялĕнче çуралнă. Патшалăх хресченĕ. Хĕсмете ăна 1798 çулта илнĕ те флота янă. 1824 çулта панă паспортра çапла çырнă: «Макар Семенов 2-мĕш флот экипажĕнче 1-мĕш статьяри матрос, отставкăна тухнă май квартирмейстер чинне панă. 20 çул пĕр кăлтăксăр хĕсметре тăнăшăн çветтуй Аннан паттăрлăх паллине тивĕçнĕ.
1799, 1803-1810, 1812-1815 çулсенчи кампанисенче тĕрлĕ пăрахутсемпе карапсенче 1-мĕш статьяри матрос пулнă.
Вăл 55 çулта. Унăн паллисем: çÿллĕшĕ 2 аршăн та 5 вершук çурă, тĕттĕм сăнлă, сăрă куçлă, çÿçĕ çутă.
Штраф илмен, судпа айăпланман.
Хальхи вăхăтра Макар Семенова, матросра 25 çул тăнă хыççăн, Адмиралтейство, патша хушăвĕпе килĕшÿллĕн, çар хĕсметĕнчен отставкăна янă. Вăл хăйĕн кăмăлĕпе Раççейре ăçта пурăнас килет, çавăнта кайма пултарать.
Паспорта 1824 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче панă».
Çапла вара 1812 çулхи Тăван çĕршывăн вăрçине Вăрмар енрен 17 хресчен хутшăннине пĕлтĕмĕр. /Кашнин пирки, асăрхарăр пулĕ, çырăва пĕлмест, тенĕ. Чăваш çĕршывĕнче хресчен ачисемшĕн пĕрремĕш шкул Пăртас ялĕнче 1807 çулта уçăлнă. – В.Ц.\. Тен, шут пысăкрах та пулĕ-ха, хисепе Чăваш патшалăх истори архивĕнче упранакан чăнлавсем тăрăх илнĕ вĕт. Ытти хуласенче, калăпăр çар чаçĕсен списокĕсем пулма пултараççĕ, вĕсене пурне те тупайман-ха. Вăрçăра пуç хунисен шучĕ те пĕчĕкех мар, вĕсене ятран каласа тухасси питĕ чăрмавлă. В.М.Бурмистров таврапĕлÿçĕ ку ыйтупа интересленнине пĕлтернĕ, анчах шырав ăнăçсăр вĕçленнĕ иккен. Эппин, хальлĕхе, чăнлăх тусан айĕнче выртать теесси çеç юлать. Вăхăт иртнĕçемĕн, тен, 213 çул каялла пулса иртнĕ Тăван çĕршыв вăрçи пирки те нумайрах пĕлĕпĕр-ха.
Раççей халăхĕ Тăван çĕршыв умне хăрушлăх сиксе тухсан яланах кар тăрса тăшмана хирĕç çĕкленнĕ. Фольклор тĕслĕхĕсенче те кăна уççăнах куратпăр. Акă, «Истори халапĕсем» кĕнекере /2007 ç., 284 стр.\ «Француз упашки» тĕслĕх пур. Унпа паллашар-ха:
«Вăрмар районĕнчи Чулкас ялĕ çывăхĕнче Француз упашки вырăн пур. Ĕлĕк французсем, вăрçăпа тапăнса килсен, çав çырмана çитсе вырнаçнă, тет. Вара вĕсене хирĕç пĕтĕм ял халăхĕ сенĕксемпе, креçесемпе, пуртăсемпе тухнă, тет, французсене хăваласа янă, тет. Пĕр 10-12 çул каялла та çав çырма хĕррисенче патронсем, капсульсем тупăнни çинчен халĕ те калаçаççĕ».
Паллах, французсем Раççей территорине Мускавран шаларах кĕреймен. Çапах та халăх ăнĕнче тăшман кунталла килсен, вĕсене хирĕç тăма хатĕр тăмалли ÿкерĕнсе юлнах çав. 1812 çулхи Тăван çĕршывăн вăрçине Чулкаспа Сĕнтĕр ялĕсенчен /чăнлавсенче – Челкасы тата Ново-Ишино. – В.Ц.\ 2 çын хутшăнни пирки çырса кăтартрăмăр. Тен, оставкăна тухнă салтаксем тăван тăрăха таврăнсан, французсемпе çапăçни çинчен каласа панă, çав калаçу каярахпа халапа çаврăннă. Тен, çынсем ямщăксем тата пуштă лавĕсем çÿрекен аслă çулпа /пирĕн тăрăхран аякрах мар, каярахпа – Хурăнлă çул – В.Ц.\ тыткăна лекнĕ франуз салтакĕсене курнă та /вĕсене çул çинче пăхса тăрасси, апатлантарасси вырăнти халăх çине тиеннĕ вĕт! – В.Ц.\, каллех хÿтĕлев туйăмне кура çакăн пек халап хайласа хăварнă. Тен, французсене Раççейрен хуса кăларма Мускавран хĕвеланăçнелли территорисенче пурăннă халăх кар тăрса çĕкленнине илтнĕ хыççăн çав халап çуралнă.
Тепĕр тĕслĕхе илсе кăтартас килет:
ФРАНЦУЗПА ВĂРÇМА КАЯТПĂР
Пирĕн ати Питĕрте,
Пирĕн ани Питĕрте,
Хăçан çитсе курас-ши?
Хĕвел витĕр хĕр курăнать,
Эпир илес хĕр çавă.
Çăлтăр витĕр çул курăнать,
Эпир каяс çул çавă.
Уйăх витĕр уй курăнать,
Эпир вăрçас уй çавă.
Французпа вăрçма каятпăр:
Ĕмпÿ пире чĕнчĕ.
Аслă атие, аслă апие
Пулăшма каятпăр…/Çак кĕн.: Чăваш халăх сăмахлăхĕ. 1978 ç., 3-мĕш т. Юрăсем, 44 стр..\
Илсе кăтартнă фольклор тĕслĕхĕсем халăхăмăр Тăван çĕршыв кун-çулĕпе çыхăннă пулăмсене ăс-тăнра упраса тăнине çирĕплетеççĕ. Паян кун та Раççей çыннисем Тăван çĕршыва, хамăр халăха хÿтĕлеме хатĕр тăраççĕ, хÿтĕлеççĕ те.
Пĕлме:
Çв. Аннан паттăрлăх палли – хĕсметре пĕр кăлтăксăр 20 çул тăнă салтаксене панă медаль, ун çине Çв. Анна орденĕн паллине ÿкернĕ, ăна кĕмĕлтен тунă, ылтăнпа витнĕ.
Аршăн - 72 см.
Вершук – 4,5 см.
Гандлангер – рядовой артиллерист.
Футлер – тумсемшĕн явапли.
Квартирмейстер – карап çинчи паллăсемшĕн тата йĕркелĕхшĕн яваплă çын.
Боцманмат – унтер-офицер чинĕ, боцмана пулăшакан.
Упашки - çĕр çийĕнче пысăк çаврака, хуран евĕрлĕ вырăн.
Аслă ати, аслă апи – патшапа арăмĕ.
Статьяна çырнă чухне çак çăлкуçпа тата кĕнексемпе усă курнă:
1. Чувашская энциклопедия, 3-4 т.
2. Краткая чувашская энциклопедия.
3. История Чувашской АССР. 1 т.
4. Бурмисторв В.М., Груздева П.М. Солдаты Чувашии в войнах России с 17 века до 1918 года.
5. Чăваш халăх сăмахлăхĕ.
6. Чăваш патшалăх истори архивĕн Интернетри сайчĕ .
Василий ЦЫФАРКИН
