Сентябрь уйăхĕн 12, 13, 14-мĕш кунĕсем Чăваш Республикинче, çав шутра Вăрмар округĕнче пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ кунсем пулчĕç. Регионта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ иртрĕ.
Çавăн пекех Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисен депутачĕсен Пухăвĕсен депутачĕсен, Улатăр, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Етĕрне муниципаллă округĕсен депутачĕсен Пухăвĕсен депутачĕсен суйлавĕсем те пулчĕç.
Суйлава хутшăнса хăйĕн кăмăлне регионта пурăнакан 531 574 çын палăртнă, ку вăл 58,5%. Сасăланă çынсенчен ытларахăшĕ — 67,06% — Олег Алексеевич Николаева суйланă.
Вăрмар округĕнче пурăнакансем те Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне активлă хутшăннă. Сасăлав кунĕсенче округра 31 суйлав участокĕ ĕçленĕ. Вăрмарти территоринчи суйлав комиссийĕн даннăйĕсем тăрăх, сасăлава округра пурăнакансен 74,94% хутшăннă. Ку цифра вăрмарсем суйлав пĕлтерĕшне ăнланнине, республика пуласлăхĕшĕн яваплăха туйнине çирĕплетет.
Чи нумай сасă Олег Алексеевич Николаевшăн пулнă — 9332 сасă /73,93%/. Константин Олегович Степановшăн — 1380 сасă /10,93%/, Максим Викторович Морозовшăн — 805 сасă /6,38%/, Владимир Дмитриевич Ильиншăн — 676 сасă /5,36%/, Владимир Сергеевич Савиновшăн — 264 сасă /2,09%/. Çапла вара Вăрмар окру гĕнчи суйлавçăсенчен чылай ытларахăшĕ хăйĕн сассине Олег Алексеевич Николаевшăн парса ăна мала тухма пулăшнă.

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: «Чăваш Республикинче пурăнакан хаклă çыннăмăрсем! Тавах сире Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата муниципалитетсен депутачĕсен суйлавĕнчи сасăлава хутшăннăшăн, манăн
кандидатура майлă пулнăшăн. Ку вăл маншăн питĕ хаклă та паха. Чи пĕлтерĕшли вара — малалла ĕçлеме пысăк хавхалану парать. Иртнĕ пилĕк çулта нумай ĕç пурнăçлама пултартăмăр, çитес тапхăр валли вара плансем тата ытларах. Иккĕленместĕп, пурте пĕрле тăрăшсан мĕн шутланине пĕтĕмпех тăвăпăр».
Пĕтĕмĕшле илсен, суйлав пирĕн округра тĕрĕс-тĕкел, ку е вăл пăтăрмахсемĕр иртнĕ. Кашни суйлав участокĕнчех РФ Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсем йĕркелĕхе тата бюллетеньсене талăкĕпех сыхланă. ЧР Обществăлла Палатăн сăнавçисем суйлавăн тĕрĕслĕхĕпе саккунлăхне тивĕçтерсе тăнă. Обществăлла сăнав штабĕн членĕсем суйлав участокĕсем тăрăх çÿресе сасăлав еплерех пынине
çирĕп тимленĕ. Участоксене видеосăнавпа тивĕçтернĕ.
Халăх Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне тĕрлĕ мелпе хутшăнма пултарнă. Нумайăшĕ хăнăхнă йăлапа суйлав участокне килсе бюллетеньпе сасăланă. Дистанциллĕ электронлă сасăлавпа усă курнисем те сахал мар пулнă, ку мел
пурнăçа кĕрсех пыни палăрать. Суйлав участокне тĕрлĕ сăлтава пула пырайманнисене вара килтен тухмасăрах сасăлама май туса панă, заявка панă хыççăн вĕсен патне суйлав комиссийĕн членĕсем килĕсене пырса кайнă, йĕркене пăхăнса сасăлаттарнă. Унсăр пуçне суйлав кунĕсенче килтен аякра пулнă çынсем «Мобильлĕ суйлавçă» хушăмпа усă курса сасăланă.

Арапуç ялĕнчи Анна тата Сергей Ивановсем, акă, хăйсен 1503 номерлĕ суйлав участокне çемйипех пынă /сăн ÿкерчĕк çинче/. Вĕсем кашни суйлавах çемйипе хутшăнаççĕ, ачисене патриотлăха, Тăван çĕршыва юратма хăнăхтарса ÿстереççĕ. «Тăван республикăри тăнăçлăх, унăн аталанăвĕ, пуласлăхĕ региона ертсе пыракан çынран тÿрремĕнех килет. Çавăнпа эпир яланах мĕнпур яваплăхпа сасăлатпăр», — терĕç Ивановсем.
Ирина ДАНИЛОВА
