«Передовикре» çĕр улми вăхăчĕ

IMG 0784IMG 0795Ылтăн кĕркунне кам мĕнле ĕçленине кура çимĕçĕсене парнелет. Пирĕн районти хуçалăхсем тĕш-тырă культурисене пуçтарса кĕрт­се пĕтерчĕç, апла пулин те уй-хирсенче паянхи кун та ĕç пырать. Халĕ — çĕр улми вăхăчĕ. Пĕтĕмпе районти хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăра» 407,5 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле кăçал. Тухăç савăнтарать, гектартан вăтамран 303 центнер тухать.

Тикашри «Передовик» агропромышленноç комплексĕнче те хальхи вăхăтра çĕр улми кăлараççĕ, пуçтараççĕ. Çимĕçе кăларакан техника рулĕ умĕнче хуçалăх руководителĕ Виктор Федорович Кандаков хăй. Пуçтаракансем, тиекенсем хушшинче — ял халăхĕ. Тикаш, Хĕрлĕçыр, Шăхаль ялĕсенчен, Вăрмар поселокĕнчен, Тăвай районĕнчи Тушкилтен çÿреççĕ «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарма. Ял çыннисемшĕн хушма укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли лайăх сезон халĕ. Кунне 2 пин тенкĕ ĕçлесе илме май пур, укçине ĕçленĕ кунах тÿрех тÿлеççĕ. Кашни 50 минут ĕçленĕ хыççăн 10-шар минут канса илме пулать ĕçлекенсен. Ирхине 8 сехетрен пуçласа 17.00 сехетчен ĕçлемелле. Кăнтăрлахи вăхăтра пурне те столовăйне илсе кайса кăнтăрлахи вĕри апат çитереççĕ. Ятарласа столовăйĕнче поварсем ĕçлеççĕ, уйран выçса кĕрекен халăха тутлă апат çитереççĕ. «Яшка, иккĕмĕш апат, салат, питĕ лайăх çитереççĕ», - теççĕ кăмăллăн çĕр улми пуçтаракансем. Йышпа ĕçленĕ вăхăтра пĕр-пĕрин хушшинче шÿтлесе те илеççĕ, калаçаççĕ. Шултрипе вăрлăхне уйрăмшар пуçтарса пыраççĕ.

Тулса пыракан сеткăсене грузчиксем тÿрех трактор çине тиесе пыраççĕ, склада кайса пушатаççĕ. Кунсерен 30 ытла çын тухать уя.

Çĕр улми тухăçĕ аван. Хуçалăхри 20 гектар çинче кăçал Гала, Королева Анна сортсене çитĕнтернĕ. «Çĕр улми рынокĕнчи чи ыйтакан сортсем çаксем», — тет Виктор Кандаков.

Тĕрлĕ çĕртен килеççĕ Тикаш çĕрĕ çинче ÿстернĕ çимĕçе туянма ГАЗельсемпе, фурăсемпе оптовиксем. Виктор Федоровичăн сотовăй телефонĕ шăнкăртатсах тăрать — паллакан клиентсем çĕр улми туянма калаçса татăлаççĕ.

Тухăçа вăхăтра пуçтарса кĕртме ăнăçу, лайăх çанталăк сунатпăр хуçалăхра ĕçлекенсене!

IMG 0798

 

Пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

IMG 0802IMG 0805Пирĕн районти «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çу каçипе, кĕр­кунне те тĕрлĕ енлĕ паха выльăх апачĕ хатĕр­леççĕ: утă-улăм, силос, сенаж, урпа-тулă. Кашнине хатĕрлемелли хăйĕн вăхăчĕ. Кăçал хуçалăхра 750 тонна утă-улăм, 3 пин тонна сенаж, 3 пин тонна силос хатĕр­ленĕ. Тĕш-тырă культурисене пурне те вырса пĕтернĕ. Комбайн штурвалĕ умĕнчен аннă-анман трактор çине ларнă ĕçченсем улăм турттарма. Вырса пĕтернĕ уйра урпа улăмĕнчен тунă тюксем хатĕрлесе тухнă пулнă. Вĕсене фермăна турттарса тăчĕç хуçалăх ĕçченĕсем. Валерий Теплов уйра хатĕр рулонсене погрузчикпе трактор çине тиесе ярса тăчĕ. Улăм рулонĕсене фермăна çитересси Александр Артемьев çинче пулчĕ /ÿкерчĕк çинче\. Улăм кĕртсе пĕтернĕ хыççăнах куккурус вырма тытăнчĕç хуçалăхра. Палăртса хăвармалла, районĕпе те «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче кăна куккурус çитĕнтереççĕ хальхи вăхăтра. Хуçалăх руководителĕ Владимир Анатольевич пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çак паха культурăна 181 гектар çинче çитĕнтернĕ.

Фермăра паянхи кун пĕтĕмĕшле мăйракаллă шултра выльăх йышĕ — 637 пуç, çак шутра сăвакан ĕнесем — 263. Çак йыша лайăх хĕл каçарассишĕн тăрăшса вăй хураççĕ ĕçченсем паянхи кун та. Ăнăçу сунатпăр хуçалăхра ĕçлекенсене кулленхи çăмăл мар ĕçре!

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика