Шалу
Республикăн агропромышленноç комплексĕнчи ĕç укçин уйăхри вăтам виçи кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче 60,7 пин тенкĕпе танлашнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 15,8 процент пысăкрах. Республика экономикинчи ĕç укçин вăтам шайĕпе пăхсан вара – 91,8 процент. Ял хуçалăх ĕçченĕсен вăтам шалăвĕ 55 пин тенкĕрен кăшт иртнĕ — пĕлтĕрхи январь-сентябрь уйăхĕсенчи виçерен 20,7 процент нумайрах. Çакă республикăри шалăвăн вăтам ÿсĕмĕнчен чылай пысăкрах. Ял хуçалăхĕнчи ĕç укçи регионти вăтам виçен 83,5 процент шайĕнче.
Апат-çимĕç производствинчи шалу виçи 65 пин тенке çитнĕ — республикăри вăтам виçен 98,3 процент чухлĕ. Ĕçмелли тĕрлĕ шĕвек туса кăларакан производствăсенче вара шалу регионти вăтам шайран та пысăкрах — 100,8 процент.
Грант
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче ял хуçалăхне аталантарас ыйтусене хускатнă. Çак шутрах фермерсене выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме грантсем парасси пирки те. Ял хуçалăх министерстви сĕт суса илес тата ашлăх мăйракаллă шултра выльăх çитĕнтерес енĕпе ĕçлекен çемье фермисене пулăшмалли грантсене илме панă заявкăсене йышăнассине вĕçленĕ. Пĕтĕмпе 6 заявка пулнă. Пурте суйлавăн тапхăрĕ витĕр ăнăçлă тухнă.
Конкурс
Правительство çуртĕнче республикăн социаллă е тата ĕçлев хутшăнăвĕсене йĕркелекен виçĕ енлĕ комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ, регионти «Ĕç сыхлавĕн чи лайăх специалисчĕ» конкурс çĕнтерÿçисене наградăланă. Конкурс кăçал тăватă номинаципе иртнĕ – пĕчĕк, вăтам, пысăк бизнес тата бюджет сферин предприятийĕсен ĕç сыхлавĕн специалисчĕсен хушшинче чи лайăххисене палăртнă. Тупăшура «ЦРВСП», «АНОн, «Воин» центрăн, «ПМК-8», «Потенциал» компанисен, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн ĕç сыхлавĕн специалисчĕсем çĕнтернĕ.
Экспорт
Паян республика тĕнчери 84 çĕршывпа суту-илÿ тăвать. Чăваш Ен продукцине ăсатассин географийĕ анлăланса пырать. 2020 çултанпа Африка çĕршывĕсене ăсатакан экспорт калăпăшĕ 3 хут пысăкланнă, Ази çĕршывĕсене – 2 хут. «Çĕршывсен хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн регионта тулашри суту-илĕве аталантарассине система шайĕнче йĕркеленĕ, чăваш продукцине чикĕ леш енне кăлармалли тĕрлĕ механизма ĕçе кĕртетпĕр. Чăваш Ен экспорчĕн 99,9 проценчĕ – чĕр таварпа тата энергетикăпа çыхăнман экспорт.
Чăваш Ен хĕлле те илĕртÿллĕ
Шупашкарта «Туристсемлĕ Чăваш Ен – хĕллехи сезон» регионсен хушшинчи форум старт илнĕ. Ăна хĕллехи туризм аталанăвне халалланă. Мероприятие Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен туризм индустрийĕнче, влаç органĕсенче ĕçлекенсем тата экспертсем пухăннă. Форумăн тĕп тĕллевĕ – Чăваш Ен туристсемшĕн хĕллехи вăхăтра та илĕртÿллĕ пулнине кăтартса парасси. Программăра – пленарлă лару, тематика секцийĕсем, профессионалсем ирттерекен ăсталăх сехечĕсем.
Халăхсен туслăхне çирĕплетекен кĕнеке
«Ку кĕнеке пирĕншĕн хăй те ылтăн пекех хаклă», - тенĕ Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи «Золотой салют колосьев» кăларăм пирки. Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче шăпах çак кĕнекен презентацийĕ иртнĕ. Кĕнекене Чăваш Енри 48 авторăн сăввисем кĕнĕ: классиксенчен пуçласа паянхисем таранах.
Çĕнĕ комплекс хута кайнă
Канаш округĕнче «Экологи ырлăхĕ» нацпроектпа килĕшÿллĕн коммуналлă хытă каяшсене тирпейлекен çĕнĕ комплекс хута кайнă. Асăннă комплекс Канаш тăрăхĕнчи хытă каяшсене йышăнма пуçланă ĕнтĕ. Çитес вăхăтрах унта Çĕрпÿпе Красноармейски округĕсенчен турттарма тытăнĕç.
Финанс тĕнчине – çул çÿреве
Шупашкарти «Пехет» агромаркетра финанс пĕлĕвне анлăлатма май килнĕ. Унта финанссен илĕртÿллĕ тĕнчине çул çÿреве тухнă. Программăра - «Финанс Хогвартсĕ» интерактивлă шоу, тавра курăма анлăлатма пулăшакан викторинăсем, илĕртекен квизсем, сĕтел çи вăййисем, чаплă парнесем выляттарнă.
Сывлăх
Раççейре 2013 çултанпа обязательнăй медицина страхованийĕпе килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле тÿлевсĕр диспансеризаци ирттереççĕ. Маларах унта çын сахал çÿренĕ. Халĕ лару-тăру палăрмаллах улшăннă. Республикăра 2025 çулхи 10 уйăхра профилактика тĕрĕслевĕнче тата диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрĕнче 441 пин ытла çын пулнă. «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2030 çул тĕлне Раççейре пурăнакансен вăтам ĕмĕрне — 78, 2036 çул тĕлне 81 çула çитересшĕн. Тĕп вырăнта – ĕмĕр вăрăм пулни кăна мар, пурнăç пахалăхĕ те, хастарлăх та, граждансен сывлăхĕ те. 2025 çулăн пĕрремĕш çурринче диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухнă 294 пин ытла çынран 97,4 пине яхăн пациента диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрне янă. Çапла майпа 9241 çыннăн чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пуçласа палăртнă. 513 пациентăнне усал шыçă тупнă.
Хушăм – 28,1 процент
Республикăра кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче налук органĕсем администрацилекен тÿлевсене пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 28,1 процент нумайрах – 182,1 миллиард тенкĕ – пухнă. Çак виçере налуксен калăпăшĕ 133,2 миллиард тенкĕпе танлашнă — пĕлтĕрхи январь-октябрь уйăхĕсенчи шайран 132,8 процент нумайрах. Çав шутра хушма хакран илекен налук ÿсĕмĕ пушшех пысăк – 39 процент. Федераци бюджетне хывнă укçа 65,2 миллиард тенке çитнĕ — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 47,7 процент нумайрах. Республикăн пĕрлехи бюджетне 68 миллиард тенкĕ кĕнĕ, ку пухнă мĕнпур налукăн 51 проценчĕпе танлашать.
