Паллă спортсмена асăнса

Çиçтĕпе ялĕнче çуралса ÿснĕ СССР спорт мастерне, Атăлçири, Чăваш АССР-ĕн нумай хутченхи чемпионне, Раççей чемпионачĕн призерне Николай Гренадерские асăнса Кавал ял тăрăхĕнче çăмăл атлетика енĕпе ăмăрту иртрĕ.
Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул спортсменĕсем çак ăмăртăва ăнăçлă хутшăннă. Кира Ильина 60 метрлă дистанцире, чупса пырса вăрăмăшне сикессипе пĕрремĕш вырăн йышăннă. 400 метрлă дистанцие Илья Адюков иккĕмĕш, Савелий Егоров виççĕмĕш чупса тухнă. Юрий Егоров 800 метра иккĕмĕш чупса тухнă. Николай Гренадерскийпе пĕр класра вĕреннĕ Петр Анатольевич Кудряшовпа Ирина Михайловна Николаева, Кавалти шкул вĕрентекенĕсем спонсор пулса пирĕн спортсменсене парнесемпе хавхалантарнă.
Алексей НИКОЛАЕВ /Туртушов/, Кавалти тĕп шкулта физкультура вĕрентекенĕ
Фитнес-аэробика: черетлĕ çитĕнÿсем
Май уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта харăсах виçĕ тĕрлĕ ăмăрту иртнĕ: Фитнес-аэробика енĕпе Чăваш Республикин Кубокĕ, «Дети Волги» фитнес-аэробика Федерацийĕн ăмăртăвĕ тата «Юные Надежды» ача-пăча спорчĕн фестивалĕ.
А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн воспитанникĕсем çак ăмăртусенче пысăк çитĕнÿсемпе палăрчĕç. Степ-аэробика енĕпе 5-7 çулсенчи ÿсĕмрисем хушшинче Вăрмарти «Львиное сердце» команда пĕрремĕш пулнă. Степ-аэробика енĕпе 5-7 çултисем хушшинчи дуэчĕ иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Степ-аэробика енĕпе 5-7 çултисем хушшинче «Сердечко» команда 2-мĕш вырăна тухнă. Степ-аэробика енĕпе 10-13 çултисем хушшинчи дуэчĕ виççĕмĕш, 14-17 çултисем хушшинчи дуэчĕ иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ.
Илемлĕ костюмсем, çĕкленÿллĕ кĕвĕ-юрă, лайăх кăмăл-туйăм, вăй-хăват кĕрлесе тăнă Маунтинбайк аталанăвĕн центрĕнче çак кун.
Надежда ДАВЫДОВА, фитнес-аэробика уйрăмĕн тренерĕ
Ирĕксĕрлесе çитермелле мар
Хăш-пĕр çемьере ачана апат çитересси – питĕ çивĕч ыйту. Ашшĕ-амăшĕ пепкине шантаж туса та, укçа парса та, турилккене йăтса хыççăн утса та çитерме хăтланать. Ачасене ирĕксĕрлесе çитермелле мар. Анчах лăпкă сасăпа, усăллă апата мĕншĕн çимеллине ăнлантармаллах. Чылай амăшĕ ача çименнишĕн кÿренет: тутлă мар пĕçернĕшĕн тиркет тесе шутлать. Ку чăнлăхпа пĕр килмест. Аппетит çукки урăх сăлтавпа çыхăннă. Ăна ăнланас тесен лару-тăрăва сÿтсе явмалла, лăпкăн калаçмалла. Ача мĕн çинине ашшĕ-амăшĕ çирĕп тĕрĕслесе тăни кайран, тĕпренчĕкĕсем ÿссен, япăх витĕм кÿме пултарать. Фастфуд, чипс, сиенлĕ ытти çимĕç пирки те çавнах каламалла. Юраман çимĕç пылак теççĕ. Ăна çимешкĕн мĕн чухлĕ чаратăн, çавăн чухлĕ ытларах астивсе пăхас килет. Ирĕксĕрлесе усăллă апат çитерни вара тÿнтерле çаврăнса тухма пултарать: ача çав çимĕçе курайми пулать. Ăна вăл малашлăхра та апат вырăнне хума пăрахать.
Тĕрĕс апатланмашкăн ачана мĕн пĕчĕкрен хăнăхтармалла. Вĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕ — тĕслĕх вырăнĕнче. Çавăнпа ачана вĕрентиччен малтан хăвăртан пуçламалла. Утнă, вылянă е урăх ĕçе пурнăçланă чухне çырткалама ан хăнăхтарăр. Апата кухньăра, сĕтел хушшинче, телефонсăр, телевизорсăр е планшетсăр çимелле. Пĕтĕм тимлĕхе апата уйăрни ăна хырăмра лайăх ирĕлме май парать. Кашни кунах апат хатĕрленĕ чухне çимĕçсен уссине кăна мар, ача юратнине, мĕн çиме юранине те шута илĕр. Апата пĕр вăхăтра, кунне 4 хутран кая мар çиме вĕрентĕр. Пахалăхлă çимĕç туянăр. Ăна мĕнрен тунине, усă курма юрăхлă тапхăрне тĕрĕслĕр.
Надежда АВКСЕНТЬЕВА, Вăрмарти тĕп больницăн педиатрĕ
Пурăнас тесен ВИЧ çинчен пĕлмелле!
ВИЧ-инфекци паянхи кун сывлăх сыхлавĕнчи чи пысăк йывăрлăхсенчен пĕри. Медицина аталансах пырать пулин те, вирусран сыхланмалли тĕп май — профилактика.
ВИЧ мĕнле ерет?
— юн урлă /стерилизаци туман инструментсем урлă, çынна чир ернĕ юн янă чухне\;
— ар çыхăнăвне хÿтĕленмесĕр кĕрсен;
— ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕнчен ачине /ача кĕтнĕ чухне, çуратнă е кăкăр çитернĕ вăхăтра\.
ВИЧ – приговор мар!
Паянхи кун ятарлă терапи витĕр тухакан çынсем ытти çынсем пекех тулли пурнăçпа пурăнма пултараççĕ: ĕçлеме, çемье çавăрма тата сывă ачасем çуратма. Чи пĕлтерĕшли — инфекцие вăхăтра тупса палăртасси тата сипленме пуçласси.
Хамăра мĕнле хÿтĕлемелле? 1. Барьерлă хÿтлĕх кÿрекен контрацептивсемпе усă курмалла — вĕсем чир ертес хăрушлăха 90 процент чакараççĕ. 2. Ăнсăртран ар çыхăнăвне кĕмелли çыхăнусенчен тата наркотиксемпе усă курассинчен пăрăнăр. 3. Тату, пирсинг, маникюр йышши процедурăсене стерильлĕ инструментсемпе пурнăçлассине тимлĕр. 4. Тăтăшах тĕрĕсленсе тăрăр — чире малтанхи вăхăтра тупса палăртни инфекцие контроле илме май парать.
Сывă пурнăç йĕрки — чи лайăх хÿтлĕх!
Тĕрĕс апатланни, физкультурăпа туслă пулни, сиенлĕ йăласенчен пăрăнни иммунитета çирĕплетет, организма инфекцисене хирĕç тăма пулăшать. Çамрăкран сывлăх патне тимлĕ пулăр!
Эрех-сăрапа иртĕхекенсен ВИЧ-инфекци ертес хăрушлăх пысăкрах. Ÿсĕр çын чылай чухне ар çыхăнăвне кампа кĕрессине суйламасть. Çавăн пекех ĕçекенсен хушшинче инъекци наркотикĕсемпе усă куракан нумай. ВИЧ-инфекци, тĕпрен илсен, икĕ çак сăлтавпа ытларах сарăлать. Инфекциленнисем сипленме килĕшменрен, сиплев ăнăçлă пулманран е тухтăр каланине пурнăçлама йывăртан чылай чухне эрех-сăра ĕçме тытăнаççĕ. Чирлисем эрех сахалрах ĕçни ВИЧ-инфекци сарăлас хăрушлăха та, унпа çыхăннă чирсем ерессине те пĕчĕклетет. Инъекци наркотикĕсемпе усă куракансем алкоголиксен хушшинче йышлăрах. Ÿсĕрле дозăна ÿстересси те часах. Çавăн пекех темиçе çын пĕр йĕппе те усă курма пултарать. Çавна май ВИЧ-инфекци ерес хăрушлăх та ÿсет. ВИЧ-инфекциленнĕ чылай пациент сиплев йĕркине пăхăнмасть. Тĕпчевсем эрех ĕçни эмелсен тухăçлăхне чакарнине, сывалма чăрмантарнине кăтартаççĕ. Çапла майпа çынсене алкоголизмран, наркоманирен сиплени ВИЧ|СПИД профилактикинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
Ангелина ДУБРОВСКАЯ, Вăрмарти тĕп больницăн медицина сестри
«Сывă пурнăç йĕрки – модăра» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Ирина ДАНИЛОВА. Кăларăма Эвелина Михайлова хатĕрленĕ.
