Вăрмар муниципаллă округĕнче Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Енри организацийĕн президиумĕн вырăнти ларăвĕ иртрĕ.
Мероприятие хутшăнакансем программа шайĕнче В.И.Михайлова председатель ертсе пынипе Куславкка округĕнчи «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал территорийĕнче пулса курчĕç. Совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 81 çул çитнĕ ятпа граждансен, хĕрарăмсемпе ачасен вăрçă çулĕсенчи ĕç паттăрлăхне асăнса чысларĕç /сăн ÿкерчĕк çинче\. Тыл ĕçченĕсене хисеплесе мемориалта çутнă ĕмĕрхи çулăм умне чечексем хучĕç. Мероприятие çавăн пекех волонтерсем тата библиотека сферин специалисчĕсем хутшăнчĕç.
Лару малалла Вăрмар поселокĕнче çавра сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Унта кăçалхи ĕçсен малтанхи итогĕсене сÿтсе яврĕç. Малашлăх тĕллевĕсем пирки калаçнă май Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Енри организацийĕн председателĕ Вероника Ильинична Михайлова 2026 çулта отчетпа суйлав кампанине малалла тăсмаллине, çавăнпа Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин организацийĕсенче отчетпа суйлав конференцийĕсем ирттермеллине палăртрĕ.
Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Вăрмарти организацийĕн председателĕ Э.М.Борисова общество ĕçĕ-хĕлĕпе тата çитес тапхăрти плансемпе паллаштарчĕ. «Организацин тĕп ĕçĕ хевтесĕр çынсен прависене хÿтĕлессипе, вĕсене социаллă реабилитаципе тата интеграципе тивĕçтерессипе çыхăннă», — терĕ вăл. Лару вăхăтĕнче Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Президиумĕн организациллĕ ытти ыйтăвĕсене те тишкерчĕç.
Мероприяти тĕлне библиотека ĕçченĕсем «Инвалидсен социаллă хÿтлĕхĕ: правасем, çăмăллăхсем, саплаштарусем» темăпа актуаллă информаци куравĕ хатĕрленĕ. Çавăн пекех чыслав та пулчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн волонтерĕсем инвалидлăхлă çынсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес ĕçри активлăхшăн Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Енри организацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
Эмма БОРИСОВА, Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Вăрмарти организацийĕн председателĕ
