Вăрмарти тĕп больницăн даннăйĕсем тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа Вăрмар округĕнчи 3320 çын диспансеризаци тухнă. Çак цифра диспансеризацин уссине тата кирлĕлĕхне çирĕплетсе пырать. Хăш-пĕр пациентăн юн пусăмĕ хăпарнине тупса палăртнă, теприсен — сахăр диабечĕ пулма пултарассине тата ытти те. Чи пахи — çак чир-чĕре вăхăтра контроле илме ĕлкĕрнĕ.

Диспансеризаци — ячĕшĕн иртекен пулăм мар, куна сая яни мар. Диспансеризаци тухакансем хăйсен сывлăхне ансат мелпе тата тÿлевсĕр тĕрĕслеттерме пултараççĕ, çав шутра чĕрене, ÿпкене, онкологипе диабет чирĕсен хăрушлăхне.

Диспансеризаци «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланать. Унăн тĕллевĕ — çынсен ĕмĕрне вăрăмлатасси, вĕсем тулли пурнăçпа, чир-чĕрсĕр пурăнччăр тесе тăрăшасси.

Диспансеризаци тухас тесен Патшалăх пулăшă­вĕсен пĕрлехи порталĕ урлă та, поликлиникăна килсе те çырăнма пулать.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика