fbba8376 ee76 4bad bb2a bd876c52fd19Сарă хĕвеллĕ ăшă кун, шурă кăтра пĕлĕтсемлĕ янкăр кăвак тÿпе, ешĕлленме пуçланнă урамсем, вăштăр-вăштăр çилпе тавралăха сарăлакан патриотла юрăсем — Вăрмар поселокĕнче пурăнакансен асĕнче шăпах çакăн пек юлĕ кăçалхи Аслă Çĕнтерÿ кунĕ, пĕр енчен хурлăхлă, тепĕр енчен савăнăçлă уяв.

Мĕн тери çĕкленÿллĕ туйăмсем вăратнă пулĕ çĕнĕ шанăç, çĕнĕ пурнăç — мирлĕ пурнăç çитнине палăртакан «Çĕнтерÿ!» сăмах пирĕн халăхăмăрăн чĕринче аякри 1945-мĕш çулхи май уйăхĕнче, çутçанталăк чĕрĕлнĕ тапхăрта. Унтанпа чылай вăхăт — 81 çул — иртсе кайрĕ, анчах Аслă Çĕнтерÿ кунĕн пĕл­терĕшĕ пирĕншĕн унчченхи пекех калама çук пысăк. Вăл ырă усала çĕнтернине, пирĕн çĕршыв халăхĕ тăшмана нихăçан та парăнас çуккине пĕлтерет, мĕншĕн тесен паттăрлăх, хăюлăх, харсăрлăх, чыс — вĕсен юнĕнче, вĕсен чунĕсенче. Паянхи кун та чăн-чăн паттăрсем, хăйсен мухтавлă аслашшĕсемпе мăн аслашшĕсем пекех, çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласа Тăван Раççейĕн никама пăхăнманлăхне хÿтĕлеме кар тăнă. Çĕршыв вĕсемпе мăнаçланать, эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Хальхинче те Çĕнтерÿ пирĕн енче пуласса, нео­нацизм тĕпленессе, тымарĕпех кăкланасса иккĕленместпĕр.

Майăн 9-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăн, çавăн пекех ятарлă çар операцийĕн, ытти вăрçăсен паттăрĕсене чысласа тата хисеплесе тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе вăрмарсем Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул территорийĕнчи Афганистанра, Çурçĕр Кавказра, ятарлă çар операцийĕнче паттăрла вилнĕ шкул выпускникĕсене асăнса уçнă Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен аллейинче, военкоматпа районти тĕп больница стенисем çинчи Асăну хăмисем, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă Вăрмар поселокĕнчи шкулти вĕрентекенсемпе кунтан вĕренсе тухнисене асăнса лартнă палăк, Çĕнтерÿçĕ-салтак ячĕпе хисеплесе лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Унта Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Олег Кошельков, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Сергей Павлов, çĕршывăн Хĕç-Пăшаллă вăйĕсен ветеранĕ Михаил Пуклаков, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Константин Васильев, çавăн пекех ятарлă çар операци­йĕн участникĕсем Иван Васильев­па Александр Елисеев, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев, ытти хисеплĕ çынсем хутшăнчĕç. Пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ кашни паттăр салтакăн, кашни тыл ĕçченĕн ятне, Çĕнтерÿ мĕн хака ларнине ялан асра тытмаллине палăртрĕç вĕсем. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен унăн хакне нимĕнле виçепе те виçме çук. Хаяр вăрçă миллионшар çын пурнăçне пĕр шелсĕр илсе кайнă, Совет Союзĕнчи кашни киле, кашни çемьене кĕрсе тухнă. Ахальтен мар Аслă Çĕнтерÿ кунне эпир яланах куççуль витĕр кĕтсе илсе паллă тăватпăр, мĕншĕн тесен вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă кашни çыннăн паттăр ĕçĕсем çинче никĕсленнĕ. Вăрмар районĕ те Аслă Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнă. Пирĕн районтан фронта 6890 çын тухса кайнă, вĕсенчен 2759-шĕ кăна тăван тăрăха таврăннă. Чылайăшĕ сумлă наградăсене тивĕçнĕ. Вĕсен хушшинче — Совет Союзĕн Геройĕ А.С. Казаков, Мухтав орденĕн виçĕ хутчен кавалерĕ П.П. Порфирьев.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче, çулсеренхи пекех, поселок центрĕнчи фонтан çумĕнче «Çар кухни» ĕçлерĕ. Кăмăл тăвакансем кунта салтак пăтти тутанса пăхма пултарчĕç. «Çĕнтерĕве хирĕç» темăпа вăрçă вăхăтĕнчи техникăна сăнлакан автомашинăсен конкурсĕ те пулчĕ. Конкурсра 1-мĕш вырăна Чупайри территори пайĕн, 2-мĕш вырăна Тикашри территори пайĕн, 3-мĕш вырăна Вăрмарти тĕп больницăн представителĕсем тухрĕç.

Унсăр пуçне Вăрмарти культура çуртĕнче «Çĕнтерĕве ÿкеретпĕр» арт-площадка, Аслă Çĕнтерĕве 81 çул çитнине халалланă пултарулăх ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Çавăн пекех Вăрмарти Спорт çуртĕнче Аслă Çĕнтерĕве 81 çул çитнине халалласа тата Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранне М.Н. Николаева асăнса бокс енĕпе республика ша­йĕнчи турнир иртнĕ, Вăрмарти Культура çуртĕнче вара Аслă Çĕнтерĕве 81 çул çитнине, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа патриотла юрăсен конкурсĕсем пулнă.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика