faaca46b 36d1 43f3 aa72 b591d134c5dbВăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта социаллă пулăшу илекен ачасемпе «Эпир Çĕр чăмăрĕшĕн яваплă» темăпа пĕлÿ сехечĕ иртрĕ. Мероприятие «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕ ша­йĕнче йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ — ачасен экологи ăнланулăхне аталантарасси тата таврари хутлăха перекетлĕ упрамаллин пĕлтерĕшĕ пирки аса илтересси.

Тĕлпулăва хутшăнакансем çутçанталăк тĕнчи тăрăх çулçÿреве тухрĕç, унăн черчен илемне тата тĕлĕнмелле тĕрлĕлĕхне хăйсене валли уçрĕç.

Ачасем Çĕр чăмăрĕн тĕнче шайĕнчи экологи йывăрлăхĕсем пирки пĕлме пултарчĕç: сывлăш тата шыв вараланни, вăрмансене касни, сайра тĕл пулакан чĕрчунсемпе ÿсентăрансем çухални тата ытти те. Кашни çын хăйĕнчен килекен пĕчĕк ĕç пурнăçласан та çутçанталăка упрама пысăк тÿпе хывма пултарнине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă.

Чĕрĕ калаçу вăхăтĕнче практикăлла ыйтусене сÿтсе явнă: çÿп-çапа уйрăммăн пуçтарассин кирлĕлĕхĕ, шывпа тата электричество энергийĕпе перекетлĕ пуласси, экологи енĕпе таса материалсемпе усă курасси. Пĕлÿ сехетне хутшăнакансем хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç, таврари хутлăха хÿтĕлес тĕлĕшпе усăллă хăнăхусем тата пуçарусем çинчен каласа пачĕç.

Мероприяти экологи пĕлĕвне тата хаклăхĕсене килес ăрусене парса пырассин пĕлтерĕшĕ пирки калаçнипе вĕçленчĕ. Кашни ача Çĕр чăмăрĕшĕн яваплă тата уншăн тăрăшакан çын пулса çитĕнтĕр!

Светлана ЕГОРОВА, çемьепе ĕçлекен специалист

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика