ru646bP3nHNQavPx04SsbT6uK0nu5pokPivXJfgbYANgWOgDkjHwUc E8qxs3HLhVTerIyV nmJX669nOw KlWg7Çуркунне — тавралăха тирпей-илем кĕртмелли тап­хăр. Субботниксем экологи лару-тăрăвне ла­йăхлатма, таврари хутлăха тирпейлеме, çынсем хушшинче экологи культурине йĕркелеме пулăшаççĕ.

Анчах кил-çурт таврашне, урамсене, обществăлла вырăнсене кăна мар, масарсен территорине те тасатса тирпейлесси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Масарсене тасалăхра тытасси — кашни çыннăн тÿрĕ тивĕçĕ.

Православи тĕнне ĕненекенсен пысăк уявĕ — Çимĕк — çывхарса пынă май масарсем çинче субботниксем ирттересси уйрăмах актуаллă. Çавна кура Вăрмар округĕнчи ялсенчи масарсем çинче çак кунсенче ĕç кĕрлесе тăрать. Акă, Шăхаль ялĕнче пурăнакан çынсем те иртнĕ канмалли кунсенче ирхине-ирех ял масарĕ çинче пухăнса ырă ĕçе хутшăнчĕç.

Шăхальсем масар çуртне тасатса тухрĕç, ун тавра та тирпейлерĕç, ватăлнă, йăваннă йывăçсене татса вакларĕç, илсе тухрĕç. Чăннипех те пысăк ĕç пурнăçларĕç ял активисчĕсем. Çулсеренех ĕçлеме тухаççĕ, нихăçан та айккинче юлмаççĕ, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Ял ырлăхĕ вĕсемшĕн малти вырăнта. Чунтан тухакан тав сăмахĕсене тивĕç вĕсем.

Марина МАТВЕЕВА,

Шăхальти территори пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика