Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Раççей Геройне Сергей Юрьевич Ильина халалласа май уйăхĕн 13-мĕшĕнче унăн тăван килĕ умĕнче мемориал хăми уçрĕç. Çак ятпа паттăр çуралса ÿснĕ килĕ умĕнчех митинг иртрĕ. Сумлă хăнасем, ял халăхĕ, Сергей Юрьевичпа пĕрле ÿснĕ, службăра пĕрле пулнă çывăх юлташĕсем, тăванĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Чи малтанах Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев сăмах илчĕ, Раççей Геройĕн амăшĕ умĕнче пуç тайрĕ: «Хисеплĕ Елена Федоровна, офицерсем, ентешсем, хаклă хăнасем, Вăрмар муниципаллă округĕн, мĕнпур халăх ячĕпе ирĕк парсамăр Елена Федоровна умĕнче пуç тайма! Елена Федоровна, тав Сире, тавах çакăн пек маттур ывăл çуратса ÿстернĕшĕн. Сирĕн ывăлăр Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйăсен академине вĕренÿри уйрăмах лайăх паллăсемпе — отличипе вĕренсе пĕтернĕ. Академинчен вĕренсе тухсан вăл çапла каланине пĕлетĕп: «Тăван çĕршыва виççĕ паллăлăх хÿтĕлеме юрамасть». Чăннипех те çунатлă сăмахсем пулса тăчĕç вăл çакăн пек каланисем. Телее, хамăн пурнăçра Сергей Ильинпа тĕл пулма тÿр килнĕччĕ мана, кĕске вăхăтлăх тĕлпулу яланлăхах чуна кĕрсе вырнаçрĕ, унăн сăпайлăхĕ, сăмахĕ кĕске те татăклă пулни чун-чĕре пуянлăхне, вăл Тăван çĕршыва епле юратнине, хаклама пĕлнине туйма май пачĕ. Пирĕн те хамăрăн енчен Сергей Ильинăн ячĕ, унăн ĕçĕсем, ăс панисем ĕмĕрлĕхех упранса юлччăр тесе тăрăшмалла. Унăн паттăрла ĕçĕсене çитĕнекен ăрăва ăша хывтармалла, хамăрăн та тивĕçлĕ пулмалла. Округра патриотизм енĕпе тĕрлĕ ĕçсем тума палăртатпăр. Эпир халь пуçтарăннă урам та Сергей Юрьевич Ильин гварди полковникĕн ячĕпе хисепленет. Тавах ывăлшăн, пиччешĕн!» Тарăн тав сăмахĕсемпе митингра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕн Руководителĕ Вячеслав Борисов тухса калаçрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе вăл гварди полковникне, Раççей Федерацийĕн Геройне Сергей Юрьевич Ильина çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра паттăрлăх, хăюлăх, хастарлăх кăтартнăшăн «Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ят парасси пирки калакан ЧР Пуçлăхĕн 2026 çулхи май уйăхĕн 13-мĕшĕнчи Хушăвне вуласа пачĕ. «Тавах, Елена Федоровна, çакăн пек пĕтĕм республика мухтанакан ывăл çуратса çитĕнтернĕшĕн. Паллах, пирĕн республика паттăр ятне яланах асра тытĕ», - терĕ Вячеслав Борисов. Çавăн пекех пухăннисем умĕнче Раççей Федерацийĕн Геройĕ, генерал-лейтенант Николай Гаврилов та сăмах илчĕ. «Тĕнче шайĕнче пулса иртекен пĕлтерĕшлĕ пулăмсене Раççей хутшăнать пулсан, чăваш халăхĕ яланах пур унта. Ку вăл Сирири вăрçă, хĕрÿ точкăсем, ятарлă çар операцийĕ. Пирĕн ентешсем чылай унта. Вĕсенчен хăшĕсем патшалăх наградисене, Раççей Геройĕ званине тивĕçсессĕн эпир чăннипех те мухтанатпăр, савăнатпăр хамăрăн халăхпа. Сергей Ильин СВО-ри тăххăрмĕш Раççей Геройĕ пулса тăчĕ. Эпĕ чăваш халăхне, паттăрăн амăшне çĕршывăн тивĕçлĕ ывăлне çитĕнтернĕшĕн тав тăватăп! Хамăр чĕрĕ чухне яланах асра тытăпăр паттăрсене!» - терĕ Николай Гаврилов.
Сергей Ильинпа Сирире, СВО-ра, ытти хĕрÿ вырăнсенче чылай çул çума-çумăн пулнă Яков Черновалов та чылай ырă сăмахсем каларĕ юлташĕ пирки: «Хисеплĕ, яваплă, нихăçан та инкекре пăрахса хăварман командир пулнă, нумай вĕрентнĕ, пулăшнă».
Митингра Çĕрпÿ, Красноармейски, Вăрмар, Куславкка районĕсенчи Çар комиссариачĕн çар комиссарĕ Валерий Буклаков, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Ольга Петрова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Леонид Пронинпа Юрий Зорин, ЧР муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов, Чăваш Республикинчи вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хуралĕн органĕсен ветеранĕсен обществăлла организацин председателĕ Генрих Васильев, Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид протоиерей тухса калаçрĕç.
Уйрăмах чуна хускатакан, куççуль кăларакан сăмахсене Сергей Ильина çывăх, лайăх пĕлекенсем каларĕç. Сергей Ильинăн амăшĕ Елена Федоровна уйрăмах пăлханчĕ. «Çак килте çуралса ÿснĕ пирĕн Раççей Паттăрĕ, манăн ывăл. Çак килте вăл пĕрремĕш утăмсем тунă, 11 çул хушши çак килтен шкула чупрĕ вăл. Пахчара та ĕçлерĕ манпа пĕрле, выльăхне те пăхнă, ашшĕпе амăшĕшĕн вăл шанчăклă ача пулнă. Эпир ăна яланах шаннă. Мĕн пĕчĕкренех вăл ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Вĕренме, службăна тухса кайсан та хăйĕн кану кунĕсене — отпусксене вăл тăван ялта, атте-анне патĕнче ирттерме тăрăшнă. Турцине канма кайман вăл, хамăр ялтах, хамăрпа юнашар пулнă. Вăл отпуска килсен ял-йыш та, юлташĕсем те, ял çамрăкĕсем те яланах Сергейпе тĕл пулса калаçма тăрăшнă. Вĕсемшĕн алăк яланах уçă пулнă. Аякра пурăннă пулсан та унăн чĕрин пĕр пайĕ тăван ялпа, тăван килпе, тăван атте-аннепе юнашар пулнă. Паянхи кун та унăн пирĕнпе пулмаллаччĕ. Анчах та 2025 çул маншăн, амăшĕшĕн, ачисемшĕн чи хăрушă çул пулчĕ. Ачана пытарассинчен хăрушши тĕнчере нимĕн те çук. Паянхи кун та пурăнмаллаччĕ унăн. Паянхи кун та пире, çĕршыва сыхламаллаччĕ, 3 ачине пăхса ÿстермеллеччĕ. Малашне ĕнтĕ амăшĕшĕн нихăçан тÿрленейми чĕре суранĕпе пурăнатăп эпĕ. Ĕмĕрлĕхех ку. Унăн ятне манăçа кăларас мар тесе пирĕн нумай ĕçлеççĕ. Паянхи кун митинг ирттерсе йĕркеленĕшĕн пурне те тав тăватăп. Пурин те сывлăх пултăр, кун-çулăрсем вăрăм пулччăр. Малашне те манăн ывăлăн ятне асра тытса тăрасса шанатăп. Митинга килнĕ çынсене, аякран килнĕ хăнасене те пурне те пысăк тав. Тавтапуç». Сергей Ильинăн йăмăкĕ Екатерина Юрьевна та чĕрери йывăр ырату суранĕ пирки каларĕ, ыттисем пиччĕшĕ Раççей Геройĕ пулнă ятпа мăнаçланаççĕ пулсан, вăл уншăн мĕн ачаранах герой вырăнĕнче пулнă. Йăмăкне пиччĕшĕ йывăрлăхран хăрамалла маррине, юлташсене сутмалла маррине, сăмаха тытмаллине вĕрентнĕ.
Ачалăхран Сергей Ильинпа юлташлă пулнă Валерий Яковлевпа Алексей Вотяков Раççей Паттăрне питĕ лайăх пĕлни çинчен, унăн ятне ĕмĕрĕпех чĕресенче упрасси пирки каларĕç. Нихăçан та йывăрлăх умĕнче пуç усман, пурне те çÿлелле çĕкленĕ, хуть те кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарнă Сергей Ильин. Кĕçех «генерал-майор» звани илмелле пулнă унăн, анчах та Курск облаçĕнче тăшманăн инçете вĕçекен ракета атаки унăн пурнăçне илсе кайрĕ.
Асăну хăмине уçмалли ирĕке Сергей Юрьевичăн чи çывăх çыннисем тивĕçрĕç — амăшĕпе йăмăкĕ — Елена Федоровнăпа Екатерина Юрьевна. Черетпе асăну хăми умне гвоздикăсем хурса хисеп турĕç Раççей Геройне митинга пухăннисем.
Эвелина МИХАЙЛОВА
