SH2026 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче пирĕнтен ял хуçалăх производствин ветеранĕ, Чă­ваш АССРĕн Ял хуçалăх министерствин патшалăх техника тĕрĕслевĕн /Гостехнадзор\ Вăрмарти инспекцийĕн начальникĕ пулнă Иван Кондратьевич Шапеев яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Вăл Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче 1933 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăх çулĕсем вăрçă вă­хăтĕн­чи тата ун хыççăнхи йывăр тапхăрта иртнĕ, ытти ял ачи пекех пĕчĕкренех ĕçре ÿснĕ. Вăрçă пуçлансан ашшĕ, Кондратий Егорович, фронта тухса кайнă, амăшĕ, Матрена Тимофеевна, килте пилĕк ачапа юлнă.

Тикашри 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă çамрăк пĕр вăхăт ялтах тăван колхозра ĕçлет. 1951 çулхи апрельте Вăрмарти МТСра экзамен тытса унтах трактористра ĕçлеме тытăнать. 1954 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче республикăри ком­­­сомолецсен пĕрремĕш ушкăнĕпе — 170 çамрăк — çĕршыв чĕннипе çерем уçма Алтай крайне тухса кайнă. Виçĕ çул Бийск хулинчен 80 çухрăмри Марушински районĕнчи МТСра ДТ-54 тракторпа ĕçленĕ.

Алтай тăрăхĕнче виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн Иван Шапеев тăван ене таврăнса Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕн механизаци уйрăмĕнчен вĕренсе тухать, Вăрмарти «Сельхозтехникăра» инженер-механик пулса ĕçлеме пуçлать.

Пултарулăхĕпе ĕçри опытне шута илсе 1965 çулхи октябрьте И.К. Шапеева Чăваш АССРĕн Ял хуçалăх министерствин приказĕпе патшалăх техника тĕрĕслевĕн Вăрмар ра­йонĕнчи инспекцийĕн аслă инспекторĕ пулма çирĕплетеççĕ /каярахпа тĕп инженер-инспектор, начальник пулнă\.

Техника инспекторĕн тĕп тивĕçĕ — хуçалăхсене машина-трактор паркĕсене тухăçлă ĕçлеттерме техника енчен пулăшасси тата тĕрĕслесе тăрасси. Машина-трактор паркĕнче техосмотр ирттересси, машинăсен юсав пахалăхне, техникăна, çунтармалли-сĕрмелли материалсене, запас пайсене упранине тĕрĕслесси. Шут­ран кăларма тăратнă машинăсем ĕçе юрăхсăррине те пĕтĕмлетсе памалла пулнă. Вăлах çулçÿрев правилисемпе трактористсенчен экзамен йышăннă, тракторпа ĕçлеме ирĕк панă тата ытти те. Унăн юсавсăр машинăсемпе усă курассине чарма та, предписанисем пама та, механизаторсене праваран хăтарма та полномочисем пулнă.

Иван Кондратьевич Шапеев йĕркене çирĕп пăхăнакан, принциплă, çынсемпе пĕр чĕл­хе тупма пĕлекен, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын пулнă, тивĕçĕсене тĕплĕн те вăхăтра пурнăçласа пынă, вăй-халне те, вăхăтне те шеллемен. 18 çул ытла тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса вăй хунă вăл районти Гостехнадзор инспекцийĕнче — пысăк пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă, ĕçе йĕркелеме пĕлекен пысăк квалификациллĕ специалист. Пĕр вăхăтрах вăл, 1961 çултанпа, «Сельхозтехника» пĕрлешÿри механизаторсем вĕрентсе хатĕрлекен курсра çамрăксене вĕрентнĕ, курс ĕçĕсем те йĕркелесе пынă. Курсра çулсерен 50-60 çын çĕнĕрен вĕренсе тракторист правине илнĕ, 20-25 комбайнер вĕренсе тухнă, ĕçлекен 80-90 механизатор хăйĕн квалификацине ÿстернĕ.

1983-1995 çулсенче И.К. Шапеев Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсене тата Кÿкеçри вĕренÿпе курс комбиначĕн ра­йонти уйрăмĕнче çамрăксене тракторист, кочегар, слесарь, газоэлектросварщик специальноçĕсене алла илме пулăшнă. 34 çул хушшинче 3000 çын ытла çамрăка çĕнĕрен вĕрентсе хатĕрлени, квалификаци ÿстерни çинчен удостоверени панă, çамрăксене вĕрентсе хатĕрлес ĕçре сахал мар вăй хунă, район аталанăвне хăйĕн тÿпине хывнă. Хисепленĕ ăна районта.

Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн И.К. Шапеева тĕрлĕ наградăсемпе, Хисеп хучĕсемпе хак­ланă. Унăн пархатарлă ĕçĕсем, кăмăллă сăнарĕ ăна пĕлнĕ çынсен асĕнче упранĕ.

В.А.Алексеев, В.П.Пет­ров, Г.И.Чернов, А.Н.Ефремов, Н.М.Николаев, Л.А.Кугушев, В.И.Нарсов, В.Г.Чернов, Н.П.Григорь­ев, Г.Г.Эверсков

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика