BqJ9y4suNmrFq7ZjDNbp2RJdekTBheNGdWmhta6rGDEyLSSiytkZXit9nyEa2OO2zaadMziildEpkdyusYvcDHzDМанăн атте – ĕçпе вăрçă ветеранĕ Николай Иванович Краснов паянхи кунччен пурăннă пулсан кăçалхи майăн 13-мĕшĕнче 100 çул тултарма пултарнă. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ, салтакра пулнă вăхăта шутламасан, Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕпе çыхăннă. Вĕсен çемйи пысăк пулнă - пысăках мар пĕр пÿртре тăххăрăн пурăннă: ашшĕ, амăшĕ тата çичĕ ача. Коля çемьере асли пулнă. Çавăнпа та ăна пурнăçăн тĕрлĕ кунĕсене курма тивнĕ. Мĕн ачаранах ĕç мĕнне пĕлсе ÿснĕ, апат-çимĕç енчен те, çие тăхăнмалли тумтир енчен те хĕсĕк пурнăç пулнă.

Атте çинчен çырма, пĕр ен­чен пăхсан, çăмăл пек те, анчах та, тепĕр енчен пăхсан, çăмăлах та мар иккен. Сакăрвун тăватă çул пурăннă çулсенче унăн темĕнле кунсем те пулнă: хаваслисем те, хурланмаллисем те... Эпĕ асăрханă тăрăх, вăл пĕрре те каçса кайса виçесĕр савăнман, хурланнă вăхăтра та хăйне начар пулнине кăтартман. Вăрçмалла чухне те киревсĕр сăмахсем каласа çыннăн чунне çапса хуçман, мухтамалла вăхăтра та пуш сăмахсем каламан. Калаçнă чухне вăл яланах виçине пĕлнĕ, сăмаха тăсса выляма юратман, кашни сăмаха шухăшласа, витĕмлĕ каланă. Çавăн пек тÿрĕ чунлă çын пулнă манăн атте.

1942-мĕш çулта, çичĕ класлă шкул пĕтерсен, район военкоматне кайса хăйне фронта яма ыйтнă вăл:

- Иртнĕ çулăн декабрь уйă­хĕнче Мускав хули патĕнчен пирĕн çар тăшмансене хă­валама пуçланă. Апла пулсан, нимĕçсен тĕп хулине Берлина илесси те нумаях вăхăт юлмасть-тăр. Манăн Хĕрлĕ Çара кайса фашистсене аркатса Çĕн­терÿ кунне çывхартас пулать.

- Салтака кайма санăн çул çитмен-ха. Куславкка хулинче слесарь ĕçне вĕренме май пур, ку специальноç çар службинче кирлĕ. Унта кайса вĕреннĕ хыççăн пирĕн патне килме пултаратăн, - военкоматра ĕçлекен офицер çамрăк каччăна çапла сĕнÿ панă.

Çур çул иртсен, слесарь ĕçне вĕренсе алла илнĕ хыççăн, вăл каллех военкомата кайса хăйне çара илме ыйтать. Вун çиччĕри каччăна 1943-мĕш çулта салтака илеççĕ те присяга тыттарнă хыççăн радистсем хатĕрлекен курса вĕренме яраççĕ. Çавăн хыççăн унăн пĕтĕм салтак служби радио­çыхăнупа тачăланнă: малтан ăна пĕчĕк вăйлă радиостанци, каярахпа вăтам вăйлă радиостанци начальникĕ пулма çи­­рĕп­летнĕ. 1948-мĕш çултан электромеханик пулса службăра тăнă. Çичĕ çул çурă Совет çарĕнче пулнă хыççăн 1951-мĕш çулхи июль уйăхĕнче тă­ван яла таврăннă.

Салтакра унăн радиостанцийĕ мĕн енĕпе ĕçлени çинчен ыйтсан, вăл кĕскен çапла хурав панине астăватăп: "Вăрçă чарăннăранпа нумай çул иртнине шута илсен паянхи кун хам çарта мĕн туни çинчен хăш-пĕр ыйтусем çине хурав пама пултаратăп. Тÿрех палăртас пулать: радиостанци тытакан тата паракан хыпар çар вăрттăнлăхĕсен шутне кĕрет. Унăн пĕл­терĕшĕ 1943-мĕш çулта çĕршывра СМЕРШ системине йĕркеленĕ хыççăн уйрăмах вăйланнă. Ку вăхăтра Раççе­йĕн хĕвеланăç республикисенче на­ционалистсем алхаснă, çĕршыва сутакансемпе тăшмансен шпионĕсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Вĕсене тытса явап тыттарас тĕллевпе ĕçленĕ те Совет çарĕн ятарлă подразделенийĕсем. Эпĕ службăра тăнă çар чаçĕн тĕп тĕллевĕ - хыпара кирлĕ çĕре хăвăрт çитересси. Пирĕн радиостанцисем тĕрлĕ операцисем ирттернĕ çĕре хутшăнса витĕмлĕ ĕç тунă, тăтăшах эфира мониторинг тунă, тăшман радиостанцисене пелинглесе вĕсен вырăнне палăртнă, радиосигналсене ярса илсе ятарлă вырăнсене çитернĕ, тăшмана аташтарас тĕл­лев­пе суя радиохыпарсем янă тата ытти те".

Салтакран таврăнсан пĕр тапхăр Вăрмарти радиоузелта техник тата электричество сетĕнче электромонтер пулса ĕçленĕ хыççăн "Дружба" колхоз председателĕ Иван Григорьев ăна вĕсен хуçалăхне электромеханик пулса ĕçлеме чĕннĕ. Ку вăхăтра ял хуçалăхĕнче лару-тăру начар пулнă. Сывă юлнă арçынсем вăрçăран таврăннă пулсан та колхозра ĕçлеме вăй питти çын çитмен, электричество çуккипе тата лашасен шучĕ вăрçă çулĕсенче палăрмаллах чакнипе колхозри нумай ĕçе алăпа тума тивнĕ. Ял халăхĕ краççын лампи çутипе пурăннă, хăш-пĕр килсенче хăйă та çутма тивнĕ. Çавна пула ялсенче тăтăшах пушар тухнă. Çаксене шута илсе колхоз председателĕ Иван Григорьевич ĕç вырăнĕсене электричество çитерсе ĕçе механизацилес ыйту çине çивĕч пăхнă. Колхоз ертÿçи анлă вĕреннĕ специалист пулнă, Чулхулари промышленноçпа экономика техникумне, Мускаври финанспа план институтне пĕтернĕ.

Салтакра пиçĕхнĕ Николай Краснов кĕске вăхăтрах чылай ĕç тума пултарнă: колхоз­ри ĕç тăвакан вырăнсемпе ял çыннисем пурăнакан çуртсене электричество тата радио кĕртнĕ. Ку, паллах, колхозăн ĕç кăтартăвĕсене ÿстерме пулăшнă, çĕнĕлле ĕçлесси çине куçма май туса панă, ял халăхĕн пурнăç шайне те лайăхлатнă.

Кĕтеснер ялĕнчи колхоз председателĕ пулма 1956-мĕш çул пуçламăшĕнче хастар та хĕрÿллĕ çамрăка Вячеслав Малинина суйласа лартнă. Ку колхозра пуçлăхсем тăтăшах улшăнса тăнă, çавăнпа та ял хуçалăх ĕçĕ япăх пынă. Вячес­лав Петрович çĕнĕ ĕçе пысăк тĕллевсемпе пуçланă. Районти "Дружба" колхоз мĕне пула ура çине тăра пуçланине курсан вăл унта ĕçлекен Николай Краснова яла куçса электрик пулма сĕнет, колхозăн ĕç вырăнĕсене тата халăх пурăнакан çуртсене электричество кĕртме тĕллев лартать. Ку вăхăтра патшалăх колхозсене электричество токĕпе тивĕçтерме пултарайман, çавăнпа та колхоз хăйĕн вăйĕпе электростанци тума палăртать. Тĕллевлĕ ĕçленине кура çак çулах колхозра ток паракан электростанци хута яраççĕ, ĕç вырăнĕсене тата халăх пурăнакан çуртсене электричество кĕртме пуçлаççĕ. Çав вăхăтрах патша­лăх тытăмĕнчен электроэнер­ги ил­се тăма никĕс хатĕрлеç­çĕ. /Ку çĕнĕлĕх колхозра 1963-мĕш çулта анчах пурнăçланать\. Ял хуçалăх ĕçĕсене механизацилес, вылăх-чĕрлĕхе шывпа тивĕçтерес, ĕнесене сăвас, тислĕке тасатса кăларас ĕçсене электричествăпа усă курса тăвас енĕпе тăрăшса ĕçленĕ. Радио тата телефон кĕртес ыйтупа та нумай ĕç тунă. Ялта радиоузел тата телефон станцийĕ туса хунă, колхозниксене çитес кун ăçта ĕçлемелли çинчен радиопа пĕл­терме пуçланă. Çак çĕнĕлĕхсене тума хатĕрсем илме атте Мускава кайса Госпланра тата аппаратсем кăларакан заводсенче пулса кирлĕ ыйтусене татса панă.

Краснов электрорадиомеханик тунă ĕç ял халăхне те, колхоз ертÿçисене те килĕшнĕ. Вăл пысăк шайлă специалист пулнине пĕр пулăм витĕмлĕ кăтартса парать. Пĕррехинче Вăрмар поселокне шыв паракан системăн электричество пайĕ ĕçлеме пăрахнă. Вырăнти электромеханиксем унăн сăлтавне тупса тÿрлетме пултарайман. Ку вăхăтра колхоз ертÿçи Вячеслав Малинин райисполкомра пулнă. Йывăрлăх тухса тăни çинчен пĕлсен хă­йĕн водительне машинăпа хă­вăрт яла кайса Николай Краснова райцентра илсе килме хушать. "Вăрмара çитсен тÿрех шыв уçлаттаракан аппаратсем ларакан çурта кĕтĕм. Унта чылай çын пухăннăччĕ. Эпĕ пĕрре пăхсах çĕмĕрĕлнин сăлтавне тупрăм та кĕске вăхăтрах тÿрлетсе хутăм. Вара шыв паракан тытăм ĕçлеме пуçларĕ", - çапла каласа панăччĕ мана кун пирки атте. Сиксе тухнă йывăрлăха хăвăрт татса пани çинчен илтсен Вячеслав Малинин çав тери савăннă: "Куратăр-и, мĕнле пултаруллă специалистсем ĕçлеççĕ пирĕн колхозра?!"

Ял халăхĕн электричествăпа ĕçлекен çĕмĕрĕлнĕ радиолăсемпе радиоприемниксене тÿр­летес енĕпе те ăста пулнă вăл, юсав ĕçĕсене каçсерен тунă. Колхозăн производство пайĕсене тата ял халăх çурчĕсене телевизор кĕртес ĕçсене те вăлах туса тăнă.

Вăл хăйĕн фронтра туптаннă ĕçне çав тери юратса тĕплĕ тунă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн унăн сăн ÿкерчĕкне тăтăшах Хисеп хăми çине лартнă, "Ĕç ветеранĕ" медаль, Хисеп хучĕсем, тĕрлĕ парнесем парса чысланă. Пенсине тухма çул çитсен те атте колхозра ĕçлеме пăрахман.

Николай Иванович хăйĕн арăмĕпе Мария Никитичнăпа пилĕк ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем пурте ятарлă пĕлÿ илсе ашшĕ пекех лайăх специалистсем пулса тăнă, вĕсенчен виççĕшĕ хăйсем ĕçленĕ сферăсенче "Тава тивĕçлĕ ĕçчен" ята тивĕçнĕ, паянхи кунчченех ашшĕне чунтан тухакан ăшă сăмахсемпе аса илеççĕ.

Михаил КРАСНОВ,

Чăваш Республикин 2-мĕш класлă действительнăй патшалăх советникĕ, ЧР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика