Чăваш Енри Гидрометцентр çанталăка тĕпченĕ май çак кунсенче республикăн чылай районĕнче метеорологин япăх витĕмĕ пулассине асăрхаттарать. Çавна май Чă­ваш Республикинчи вăрмансенче май уйăхĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа 18-мĕшĕччен пушар тухас хăрушлăхăн 4-мĕш класĕ вăйра пулĕ.

Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕ сĕннипе Канаш лесничестви çак çивĕч тапхăра кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Чи малтанах ĕç планне пăхса тухса çирĕплетнĕ. Прогноза яваплă службăсемпе ведомствăсем патне илсе çитернĕ. Инкекпе кĕршекенсен хатĕрлĕхне тĕрĕсленĕ, дежурнăй диспетчерсемпе хушма инструктаж йĕркеленĕ. Уйрăм çынсене вăрмана ирĕккĕн кĕрсе çÿрессине чикĕленĕ. Вăрманта кăвайт чĕртме тата çулăм çинче апат пĕçерсе çиме, вăрман çывăхĕнчи çĕрсем çинче çÿп-çапа тата типĕ курăка çунтарма чарнă.

Вăрмана кĕмелли çулсем çинче КПП йĕркеленĕ, лару-тăрăва мобильлĕ ушкăнсем патрульсене тухса тăтăшах тĕрĕслесе тăраççĕ. Вăрмансене вут-кăвартан сыхлама, пушар тухас хăрушлăх пысăк чухне вара кашнине уйрăмах асăрхануллă пулма чĕнсе калатпăр!

Владимир ГЛУХОВ,

Канаш тăрăхĕнчи вăрман

хуралĕнче ĕçлекен лесничий

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика