IMG 4094

Вăрмар округĕнче черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче икĕ тĕп темăна пăхса тухрĕç: Кăтарту пур: 2021-2026 çулсенчи «Халăх программине» пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕ; «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕ Чăваш Республикин территорийĕнче мĕнле пурнăçланса пыни.

Информушкăнсем Вăрмар, Энĕшпуç тата Энтрияль тăрăхĕсенче ĕçлерĕç. Вăрмар поселокĕнче тĕлпулу Культура çуртĕнче иртрĕ. Информушкăн йышĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Чăваш Республикинчи промышленноç аталанăвĕн тата инвестицисен ĕçĕ-хĕлĕн фончĕн руководителĕ Евгений Теллин, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов пулчĕç.

Калаçу 2021-2026 çулсенчи «Халăх программине» пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕнчен пуçланчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев мартăн 17-мĕшĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн делегацийĕпе пĕрле «Единая Россия» партин «Кăтарту пур!» форумне хутшăннине каларĕ. Форумра Чăваш Ен Правительстви тата «Единая Россия» партин команди иртсе кайнă пилĕк çулта пĕрле пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, çĕнĕ Халăх программи валли сĕнÿсем йышăнма старт панă.

«Пилĕк çул каялла «Единая Россия» халăхăн ыйтăвĕсене, сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ĕç çул-йĕрне палăртнă, Халăх программи тăрăх ĕçленĕ. Паян вара çирĕппĕн калама пулать: кăтарту пур!» — терĕ Василий Викторович, кашни сфера çинче чарăнса тăчĕ.

Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче вулăр.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика