IMG 20260407 100400Паянхи кун, ятарлă çар операцийĕ пынă тапхăрта, маскировка сеткисем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене çав тери кирлĕ. Пĕтĕм Раççейĕпех доброволецсем маскировка сеткисем çыхассипе ырми-канми вăй хураççĕ. Акă Вăрмар округĕнчи Кĕтеснер ялĕнче те çак ялта пурăнакан активлă çынсем тăрăшнипе сетка çыхакансен ушкăнĕ йĕркеленнĕ.

Сетка çыхакансем Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин аслă лейтенанчĕ А.Н. Николаев ячĕллĕ Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çуртĕнче ĕçлеççĕ. Ялта пурăнакансем ыркăмăллăх ĕçне хастар хутшăнаççĕ, ушкăнра ытларах тивĕçлĕ канури хĕрарăмсем. «Маскировка сетки çыхма кашни хăй ирĕкĕпе çÿрет, пурте вĕсем салтаксене пулăшма ăнтăлаççĕ. Хамăрăннисене пулăшмаллине лайăх ăнланатпăр, пирĕн пулăшу вĕсене тăшмана çĕнтерме вăй парасса шанатпăр», — тет сетка çыхакансен ушкăнĕн ĕçне йĕркелесе пыраканĕ Елена Ксенофонтовна Никонорова.

Маскировка сетки çыхма кĕтеснерсем 2024 çулхи кĕр­кунне тытăннă. Пархатарлă ĕçе пуçарса яма шкул директорĕ Галина Николаевна Николаева тÿпе хывнă, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондпа çыхăну тытса ĕçлеме пуçланă. Ял халăхĕ укçа-тенкĕ пуçтарнипе, активистсем тăрăшнипе маскировка сетки çыхмалли никĕсне, материалне туянса тăраççĕ.

Кунсерен ирхине-ирех, 8 сехетченех, шкула васкаççĕ сетка çыхакансем, кăнтăрла иртичченех чарăнми ĕçлеççĕ. Сетка çыхма 15-17 çын таран хутшăнать, хăш чухне ытларах та килеççĕ. Çак кунсем тĕлне 270 ытла маскировка сетки çыхнă кĕтеснерсем. Хатĕр сеткăсене ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăна гуманитари пулăшăвĕ турттаракан волонтерсем урлă та, тăван тăрăха кĕске отпуска килнĕ салтаксенчен те парса яраççĕ.

Палăртмалла, Кĕтеснер шкулĕнче окоп çуртисем те хатĕрлеççĕ, гуманитари пулăшăвĕ те пуçтараççĕ. Ку ĕçре вĕрентекенсем, ачасем тата вĕсен ашшĕ-амă­шĕсем тăрăшулăх кăтартаççĕ, салтаксене пур енлĕн пулăшаççĕ.

«Маскировка сетки çыхма хутшăнакансем те, гуманитари пулăшăвĕ пуçтаракансем те, укçа-тенкĕпе пулăшакансем те пурте пысăк тав сăмахĕсене тивĕç. Çĕршыв çăмăл мар тап­хăр витĕр тухнă вăхăтра пурте пĕр тĕллевлĕ пулни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлĕхре кăна эпир Çĕнтерĕве çывхартма пултаратпăр», — тет шкул директорĕ Галина Николаевна.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика