IMG 4271Вăрмар районĕнчи потребительсен обществин ĕçченĕсем хушшинче кунта нумай çул, ĕмĕр тăршшĕпех, мĕн çамрăкранах вăй хуракан çынсем сахал мар. Райпо вĕсемшĕн чăннипех те иккĕмĕш кил пулса тăнă. Çакăн пек тăрăшуллă, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă работниксенчен пĕри — райпо тытăмĕнчи «Общепит» тулли мар яваплă обществăра суту-илÿ тата сивĕтмелли оборудовани юсавлăхне тимлесе тăракан электромеханик Леонид Владимирович Саминов /сăн ÿкерчĕк çинче/.

Леонид Владимировичпа тĕл пулас тĕллевпе унăн ĕç вырăнне çул тытрăмăр. Аллине инструмент тытса хăйĕн тÿрĕ тивĕçĕсене пурнăçлатчĕ çав вăхăтра электромеханик. Вăл пушанасса кĕтнĕ май Вăрмар райпо Канашĕн председателĕпе Марина Сейфуллинăпа калаçрăмăр. «Леонид Владимирович — ылтăн алăллă ăста çын, вăл тытса тума пĕлмен ĕç çук та пулĕ. Суту-илÿ оборудованине, сивĕтмĕшсене, ытти электрооборудованине пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерессипе тÿрĕ кăмăллăн тăрăшать, юрăхсăра тухакан пайсене вăхăтра улăштарса тăрать. Ытти ĕçрен те айккинче юлмасть, юсамаллине юсать, ĕçтешĕсене пулăшу кирлĕ чухне пулăшать. Ырă кăмăллă, ĕçчен, шанчăклă çын, çавăнпа эпир ăна хисеп­летпĕр», — палăртса каларĕ Марина Аркадьевна.

Акă, хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ те Леонид Владимирович — калаçăва хутшăнчĕ. «Райпо тытăмĕнчи ĕç стажĕ манăн 37 çула çитрĕ ĕнтĕ, — пĕлтерчĕ вăл. — Тин кăна ĕçлеме килнĕччĕ пек... Килĕшекен ĕçре вăхăт чăнах та сисĕнмесĕр иртет».

Леонид Владимирович 1966 çулхи май уйăхĕн 11-мĕшĕнче Çĕнĕ Шулхан ялĕнче çуралса ÿснĕ, Мăнçырмари вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. Шкул хыççăн, 1983 çулта, поселокри кооппредприятинче ĕçлеме тытăннă. 1984-1986 çулсенче çĕршывăн Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсен ретĕнче службăра пулнă. Тăван тăрăха таврăнсан каллех райпона çул тытнă, слесарьте ĕçленĕ. Ĕçре ятарлă пĕлÿ кирлине ăнланса çамрăк çын 1986-1989 çулсенче Костромари технологи техникумĕнче вĕреннĕ. Малалла вара «Общепит­ра» электрикре, электромеханикре ĕçлеме пуçланă та — паянхи кунчченех çак предприятинче.

Ĕçне кура — хисепĕ. Леонид Владимировичăн тăрăшулăхĕ руководствăн куçĕ умĕнчех пулнипе наг­радисем те сумлă унăн: тĕрлĕ шайри Тав çырăвĕсем, Хисеп хучĕсем, грамотăсем, значоксем, çав шутра Вăрмар райповĕн, Вăрмар район администрацийĕн, Чă­ваш Республикинчи потребительсен Союзĕн Хисеп грамотисем. Унсăр пуçне ăна «Чăваш Республикин потребительсен коопера­цийĕн ветеранĕ» ятпа, Центросоюзăн «Потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ» хисеплĕ знакĕпе чысланă, Чăваш Респуб­ликинчи потребительсен Союзĕн Хисеп Хăми çинче пулма та тивĕçнĕ вăл.

Ĕçри ăнăçу çемье паракан тĕрекпе те çыхăнса тăрать. Леонид Владимировичшăн çакăн пек тĕрек — мăшăрĕ Наталия Михайловна. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе суту-илÿре ĕçленĕ, унсăр пуçне пĕр вăхăт райпо тытăмĕнче те. Çемьеленсен Саминовсем Вăрмар поселокĕнче тĕпленнĕ, хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ, иккĕшне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Халĕ ачисем Хусанта ĕçлесе пурăнаççĕ.

«Хамăн ĕçе юрататăп, вăл манăн пурнăçăн уйрăлми пайĕ. Килте те утатпăр, ĕçлетпĕр, ăна-кăна юсатпăр вĕт-ха, ĕçре те çавăн пекех — предприяти хăйĕн ĕçĕ-хĕлне чăрмавсăр пурнăçлатăр, оборудовани юсавлă пултăр тесе тăрăшатăп. Чи пĕлтерĕшли — сывлăхĕ çеç çирĕп пултăр, вара ăнăçу пулатех», — тет Леонид Владимирович.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика