IMG 4354Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн чи çутă та пысăк, чи кĕтнĕ уяв, савăнăç, ырăлăх, тĕрĕслĕх праçникĕ — Аслă Мăнкун çывхарса пырать. Ăна Иисус Христос вилĕмĕпе вилĕме çĕнтернине асра тытса паллă тăваççĕ. Кăçал Мăнкуна апрелĕн 12-мĕшĕнче уявлатпăр.

Çак кун çулталăкри ытти кунсенчен уйрăлса тăрать, мĕншĕн тесен çавăн чухне пирĕн кулленхи пурнăç савăнăçпа тулать. Иисус Христосăн Çутă Чĕрĕлĕвне тивĕçлĕн кĕтсе илме ĕненекенсем чылай маларах хатĕрленме пуçлаççĕ, типĕ тытаççĕ, кил-çуртне тасатса тирпейлеççĕ. Мăнкун умĕнхи Асап эрнинче Çăлаканăмăрăн çĕр çинчи юлашки кунĕсене аса илсе чиркÿсенчи кĕлĕсене хутшăнаççĕ. Христиансемшĕн çак эрне питĕ пĕлтерĕшлĕ шутланать. Тунтикунтан пуçласа юнкунч­чен Матвей, Марк, Лука, Иоанн евангелистсем Иисус Христос çинчен çырнă Евангелисене вулаççĕ. Таса кĕçнерникун — Христос вĕренекенĕсемпе юлашки хут апат тунă каçа аса илеççĕ. Эрнекун — Христоса пăталаса вĕлернĕ кун /Сочельник\. Шăматкун Христос тамăка анса вилĕме çĕнтернине аса илеççĕ.

Мăнкун служби хыççăн Аслă типĕ вĕçленет, ĕненекенсем хĕретнĕ çăмартапа, тутлă куличпе, тăпăрчран хатĕрленĕ пасхăпа сăйланаççĕ. Кашнин сĕтелĕ çинчех çак кун çемçе, пылак, тутлă, илемлĕ кулич хăйĕн вырăнне тупать, çынсем Иисус Христосăн Çутă Чĕрĕлĕвĕшĕн савăнса, унăн ырăлăхне мухтаса кулич тутанаççĕ, типĕрен тухаççĕ.

Çулсеренхи пекех Мăнкун умĕн Вăрмар районĕнчи потребительсен обществин тытăмне кĕрекен «Общепит» тулли мар яваплă обществăра, çăнăхран апат-çимĕç пĕçерекен цехра, Мăнкун куличĕсем пĕçерме тытăннă. Туянакансем патне çитериччен куличсене кĕлĕ туса, Турă шывĕ сапса сăвапласси предприятинче çирĕп йăлана куçнă. Çак сăваплă тĕллевпе «Общепит» тулли мар яваплă обществăра Михаил Архангел ячĕллĕ Вăрмарти чиркĕвĕн настоятелĕ Елисей Илларионов иерей тата Анастасия матушка пулчĕç. Цех ĕçченĕсем Елисей атте кĕлĕ вуланине тимлĕн итлесе ăша хыврĕç.

«Мăнкун куличĕ — чĕрĕлÿ, савăнăç, шанчăк палли. Эй, Çÿлти Туррăмăр! Çак апат-çимĕçе пилле! Пире хăвăн ырăлăхунтан кăлармасăр сыхла, эпир çак çимĕçсене астивсе, эсĕ паракан нихăçан пĕтми ырăлăхупа, калама çук ырă тивлетпе тăранар. Хăватлăх та, патшалăх та, вăй та, ăслăлăх та Санăн. Ашшĕ­йин, Ывăлин, Святой Сывлăшин ячĕпе халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех Аминь!» — кĕлле пухăннисем те Елисей атте хыççăн çак ырă сăмахсене пăшăлтатрĕç.

Тутлă шăршă сарăлнă цехра тин кăна пиçсе тухнă, çиелтен шурă глазурьпе витнĕ куличсем куçа илĕр­теççĕ, Мăнкун çывхарса пынине систерсе чунри ăшă туйăмсене вăратаççĕ. «Общепит» куличĕсене Вăрмар райповĕн лавккисенче туянма пулать.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика