Вăрмар округĕнчи «Аквапром» предприятин территорийĕ паянхи кун – пысăк хăватлă производство центрĕ.
100 ытла Вăрмар çыннин ĕç вырăнĕ кунта. Шлифовщиксепе вальцовщиксем, прессовщиксемпе фрезеровщиксем, сварщиксемпе электриксем, сборщиксем, слесарьсемпе токарь-фрезеровщиксем, упаковщиксемпе сăрлакансем, тимĕре касакансем тата ыттисем те ĕçлеççĕ кунсерен. Заводра пĕр чарăнмасăр ĕç шавĕ тăрать. Производство процесне айккинчен сăнаса пăхма та кăсăклă. Яка тимĕртен куç умĕнчех çавракалатса, тăрăхлатса пулас гидроаккумуляторăн пайĕсем пулса тăраççĕ. Икĕ сменăпа йĕркеленĕ производствăна, пĕрремĕш смена ирхине 7 сехетрен пуçласа 13.00 сехетчен пырать, иккĕмĕшĕ – 13.00 сехетрен 19.00 сехетчен. Пĕр эрне пĕрремĕш сменăра ĕçленисем тепĕр эрнере иккĕмĕш смена ĕçлеççĕ. Производствăра хĕрарăмсем валли те ĕç вырăнĕсем пур. Гидроаккумуляторсене сăрлакансем, хатĕр продукцие коробкăсене майлаштарса чиксе хуракансем, кладовщиксем, вальцовщиксем пулса ĕçлеççĕ хĕрарăмсем. Акă 5 çул предприятире Регина Семеновна Теплова /ÿкерчĕкре\ ĕçлет. Упаковщица вăл. Пĕрремĕш бригадăра пиллĕкĕн ĕçлеççĕ вĕсем – тăватă хĕрарăм та пĕр арçын. Вăтамран кунне 700-800 гидроаккумулятор вĕсен алли витĕр тухать темелле. Хатĕр продукцие типтерлĕн коробкăсене чиксе пыраççĕ. Кунĕпех ура çинче ĕнтĕ. Хăнăхнă ĕçе вăр-вар тума вĕренсе çитнĕ. Бригадир ĕçне те тытса пырать Регина Семеновна. Шкулта чылай çул учитель пулса ĕçленĕскер яваплăх, тăрăшулăх, ĕçченлĕх мĕнне аван пĕлет. «Аквапромра», кунти коллективра хисеплĕ ĕçчен вăл паянхи кун, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.
Çавăн пекех предприятире Кивĕ Шулхан ялĕнчен Дмитрий Игоревич Дмитриев /ÿкерчĕкре\ тăваттăмĕш çул тăрăшса ĕçлет. Шлифовщик вăл, пичкесене сварщиксем хыççăн болгаркăпа хăйраса тасатаканĕ. «Ĕçлеме пуçласанах йывăрччĕ пек. Халĕ ĕнтĕ хăнăхса çитнĕ, килĕшет. Ĕç укçине те аван тÿлеççĕ», - пĕлтерет Дмитрий Игоревич.
Предприятире производство çулталăк тăршшĕпех кĕрлесе тăрать, хĕлле те, çулла та саккассем нумай. Çавăнпа та ĕçе вырнаçас текенсем валли ĕç вырăнĕсем пур.
Эвелина МИХАЙЛОВА
